РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи сакăр уйăхра пирĕн тăрăхри çулсем çинче 24 авари пулнă. Синкерлĕхре пĕр çын вилнĕ, 37-шĕ аманнă. Çул çинчи инкексен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 9 процент ỹснĕ. Шута илнĕ аварисенчен 10-шĕнче руль умĕнче ларакан ỹсĕр водитель çул-йĕр правилине пăснине çирĕплетнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çакăн пек тĕслĕхсем 42 процент ỹснĕ! Эрех ĕçнĕ хыççăн çула тухакан водительсем хăйсемшĕн çеç мар, ыттисемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Асăннă тапхăрта çуран пыракан çине кĕрсе кайнипе 3, ачасем пулнипе 5, хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухнипе 7 авари пулнă. Сакăр уйăхра РФ КоАПăн тĕрлĕ статйине пăхăнманран 2597 çынна административлă майпа айăпланă.
Ноябрь 2024 |