"Ĕçетпĕр çав, тăван, ĕçетпĕр..."

Категория: Публикации Опубликовано: 19.09.2023, 20:19 Просмотров: 287

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ тĕп больницăри врач-нарколог Надежда Надина çак сăмахсене кашни çын илтмелле калать. Мĕншĕн тесен çулсеренех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те вуншар çыннăн пурнăçĕ эрех-сăрапа виçесĕр нумай усă курнипе татăлать. Çак тĕллевпе иртнĕ эрнере, сентябрĕн 11-17-мĕшĕсенче муниципалитет округĕнчи тĕп сиплев учрежденийĕ акци ирттернĕ. Тухтăрсем алкоголь сывлăхшăн сиенлĕ пулнине, вăл пĕвере, чĕрене хавшатнине, эрех-сăра серепине çакланнисем рак чирĕпе нушаланма пултарнине ăнлантарнă. Ун вырăнне сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, тĕрлĕрен хускану туни, ырă кăмăл-шухăшпа хавхаланни ĕмĕре вăрăмлатма пулăшĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика