ЧЕЧЕКЕ юратакан çын пурнăçа та юратать, теççĕ. Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кил хуçалăхра тĕрлĕ чечек акса-лартса çитĕнтерекен ăстасем йышланса пыни кăмăллă. Вĕсенчен чи хастаррисем, чечек тĕнчипе çывăххисем вара Чăваш Республикинчи пенсионерсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ "Чыс та мухтав аслă ăру çыннисене" уйăхлăха халалланă "Чечек уçланки -2023" конкурса хутшăнчĕç. Çак кунсенче пенсионерсен вырăнти уйрăмĕ çумĕнчи комисси муниципалитет шайĕнче вĕсен ĕçне пĕтĕмлетрĕ.
Конкурса 10 çын хутшăнчĕ, вĕсем мĕн пурĕ хăйсен ĕçне сăнлакан 40 сăн ỹкерчĕк тăратнă. Пĕринчен тепри капăр, илĕртỹллĕ, чунра ырă туйăм çуратать. "Манăн садри чечексен чи лайăх композицийĕ" номинаципе конкурсра Патăрьелĕнчи Эвелина Карягинăпа Треньелĕнчи Галина Романова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. "Хирте ỹсекен чечексен чи лайăх композицийĕ" номинаципе вара Треньелĕнчи Полина Логуновăпа Патăрьелĕнчи Мая Селендеева ĕçĕсем чи илĕртỹллисем пулчĕç. Муниципалитет округĕнче мала тухнă чечек ăстисен ĕçĕсене çывăх вăхăтра республика шайĕнче хаклĕç.
Ноябрь 2024 |