ПЕРВОМАЙСКИ территори пайне кĕрекен Сителĕнчи ял вулавăшĕнче тăтăшах мĕнле те пулин кăсăклă мероприяти иртет. "Чун апачĕн" вучахĕнче вулакансене нихăçан та кичем мар. Оксана Хомуткина библиотекарь ачасемпе те, аслисемпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлет, пурин валли те кăсăклă мероприяти ирттерме тăрăшать. Акă, çак кунсенче çывхарса килекен Ваттисен кунне халалласа тивĕçлĕ канăва тухнисем валли "Вĕренме нихăçан та кая юлман!" тĕллевпе пенсионерсене компьютер вăрттăнлăхне алла илме хăнăхтарма пикеннĕ. Малтанхи уроксем ăнăçлă иртнĕ, асанне-кукамай ăслă техникăпа кăмăлтанах çывăхланма тăрăшнă.
Ноябрь 2024 |