Чăваш Ишек ялĕнче автобус чарăнакан вырăна çĕнетни икĕ çул ытла та ĕнтĕ. Вăл аякранах илемлĕн курăнса ларать. Анчах та унăн хыçĕнче паянхи кун та киввин кăшкарĕ сарăлса, сапаланса выртни ял илемне пĕтĕмпех пăсса хурать, куçа тирĕнет. Çакăн пирки пăшăрханса шăнкăравларĕç çак ялта пурăнакансем. Сăн ỹкерчĕкне те хăйсемех хаçат редакцине ярса пачĕç.
Ял çыннисене тепĕр ыйту та канăç памасть.Чăваш Ишекĕнче обществăлла транспорта чарăнмалли хитре те капăр вырăнĕ пур, анчах яла пĕр автобус та çỹремест-мĕн. Çавна пула таксистсем Чăваш Ишекне çитме 350 тенкĕ ыйтаççĕ иккен! Пĕр çитменлĕх теприн валли ырă çул уçать темелле-ши?
Альбина НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |