Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене аслисемпе пĕрлех ачасем те хавхалантарма, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 5-9 класра вĕренекенсем вырăс чĕлхипе литература учителĕ Раиса Петрова ертсе пынипе "Салтак патне çыру" акцие хастар хутшăнчĕç. Кашнийĕ неонацистсемпе кĕрешекенсем патне ăшă сăмахсем, ырă сунăмсем çитерме тăрăшрĕ. Нумай пулмасть вара çырăва илсе вулакансем, Чăваш Республикинчи Росгварди управленийĕн "Искра" ятарлă отряд (СОБР) служащийĕсем отпускра пулнă май, ачасене тав тума пĕлỹ çуртне килнĕ. Вĕсем çырусем кашни салтака хавхалану кỹнине, тăшмана тĕп тума пулăшнине, малта пыракансене тĕрев панине палăртнă. Тĕл пулу питĕ кăмăллă иртнĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |