Аслă ăру çыннисем - сцена илемĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.09.2023, 20:40 Просмотров: 197

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче юрра-ташша ăста çын сахал мар. Вăл шутра тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансем хушшинче те çавăн пек хастарсем йышлă. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ фестиваль-конкурс та аслă ăру çыннисем сцена илемĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă.

Республикăри фестиваль-конкурсăн муниципаллă тапхăрне хутшăнма 30ăн кăмăл тунă. Вĕсем "Вокал", "Фольклор творчестви", "Театр жанрĕ", "Инструмент музыки", "Хореографи", "Илемлĕ сăмах" номинацисемпе хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Мероприяти аслă ăру çыннисем общество пурнăçне хастар хутшăннине, вĕсен анлă тавра курăмне, чун пуянлăхне палăртма май панă.

- Патăрьел муниципалитет округĕнчи пенсионерсен пĕрлĕхĕ муниципалитет округĕн аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывать, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансем хамăр тăрăхра, çавăн пекех республикăра иртекен культура, спорт мероприятийĕсене, спартакиадăсене хутшăнни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, пархатарлă ĕçсем туни пурне те хавхалантарать. Хальхи вăхăтра пенсионерсен пĕрлĕхĕнче централизациленĕ клуб системи çумĕнче йĕркеленĕ "Савăнăç" клуб, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче Татьяна Торговцева тренер ертсе пыракан "Оптимисты" фитнес-аэробика ушкăнĕ ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Çывăх кунсенчех Ваттисен кунне халалланă мероприятие хутшăнса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи хисеплĕ те сумлă ватăсен сăн ỹкерчĕкĕсен тупăшăвĕнче те хастарлăх кăтартасшăн. Урăхла каласан, хисеплĕ аслă çултисем, ветерансем умĕнче пуç таймалăх, вĕсене тав тумалăх пуррине паянхи "Чун юрланă чух" фестиваль-конкурс та çирĕплетсе пачĕ,- тенĕ Патăрьел муниципалитет округĕнчи пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Полина Логунова республика конкурсĕн вырăнти тапхăрне хутшăннисене тав сăмахне çитернĕ май.

Фестиваль-конкурсра Тури Чакăри Мария Зотова "Под крылом Пегаса", ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никитин (Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ) тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов ертсе пыракан купăсçăсен "Салам" ансамблĕ "Музыка души", ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патăрьелĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ Луиза Леонтьева "Весь мир театр", ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Калькин ертсе пыракан Сăкăтри "Грация серебряного возраста", Пăлапуç Пашьелĕнчи Зот Степанов ертсе пыракан "Пашьел" халăх фольклор ансамблĕпе Тури Чакăри ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Гаврилов ертсе пыракан "Чемен" фольклор ансамблĕ "Крепки наши крылья" номинацисемпе çĕнтернĕ. Вĕсем пурте хăйсен ушкăнĕсемпе республика шайĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн чысне хỹтĕлĕç.

Фестиваль-конкурса пĕтĕмлетсе çакна та палăртса хăвармалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мĕн пурĕ 19 территори пайĕнче 56 ял шутланать. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн директорĕн çумĕ Алена Адикина хаçат редкцине пĕлтернĕ тăрăх, Ваттисен кунне халалланă уйăхлăх ячĕпе йĕркеленĕ культура мероприятине вара 11 ялтан çеç пултаруллă сцена ăстисем хутшăннă. Юрра-ташша ăста ватăсем вара кашни территори пайĕнчех, ялтах пур. Шанас килет, "Чун юрланă чух" фестиваль-конкурс пĕлтерĕшĕ малашне тата ытларах ỹсĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика