Хỹтĕлев сетки салтаксемшĕн пулмĕ ытлашши

Категория: Публикации Опубликовано: 22.09.2023, 20:40 Просмотров: 203

УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем пĕрин хыççăн тепри социаллă сетьсенче хăйсене тылрисем тĕрлĕ майпа пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăваççĕ. Çĕршыв умĕнче тивĕçне пурнăçлакан салтаксене хавхалантарни, çĕнтерĕве çывхартма пулăшни паян çав тери кирлĕ. Чăнах та, хăш-пĕр хастарсем çакна пĕр самант та асран кăлармаççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн ырми-канми тăрăшакан волонтерсем, "Батыревский доброволец" команда гуманитари пулăшăвне йĕркеленисĕр пуçне вырăнсенче тăтăшах ял-йышпа, ачасемпе, ваттисемпе пĕр чарăнми тенĕ пек хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ.

Хальхи вăхăтра Кивĕ Катекре Ольга Кувшинова, Треньелĕнче Сергей Тарасов, Шăнкăртамра Лейсан Кдрасовапа Гельсирень Абейдуллова шкул директорĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Валентина Аппакова хастар вĕрентекен ертсе пыракан 2 б класс ачисемпе пуçаруллă ашшĕ-амăшĕ, Аслă Чементи Станислав Капитонов, Сăкăтри Николай Тинюков, Турханти В. Бузакинпа А. Ершова тăрăшулăхĕпе кашни кунах культура çурчĕсенче, шкулсенче сетка çыхас ĕçе йĕркелеççĕ. Вĕсен ырă ĕçĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пултăр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика