ÇАК кунсенче Калинино-Патăрьел-Елчĕк автоçул çинче хĕрарăм-водитель çынсем çул урлă çуран каçмалли вырăнтан иртнĕ чухне 12 çулхи хĕр ачана çапса хăварнă. Анчах те хăраса ỹкнĕ, те тарас тĕллевпех çакскер инкек пулнă вырăнтан машинипе çийĕнчех тапса сикнĕ. Юрать-ха, хĕр ачапа пысăк инкек пулман. Руль умĕнчи чиперкке пурпĕрех йĕрне çухатайман, йĕрке хуралçисем ăна çийĕнчех тупнă. Авари пирки тĕрĕслев ĕçĕсем пыраççĕ. Сăмах май каласан, авари пулнă вырăнтан тарни никама та çăмăллăх кỹмест. РФ КоАПăн 12.27 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн авари пулнă вырăнтан водитель çухалнăшăн 1 -1,6 çуллăха водитель прависĕр хăварма е 15 талăка арестлеме пултарççĕ.
Сентябрĕн 18-24-мĕшĕсенче республикăра çул-йĕр хăрушсăрлăх эрни иртет.
Ноябрь 2024 |