ÇАПЛА, телефон мошенникĕсем хăйсен пайтишĕн тем тума та, темĕнле шанăçа кĕме те хатĕр. Юлашки вăхăтра республикăра ултавçăсем çынсен мессенджерĕсене "çĕмĕрнĕ" тĕслĕхсем нумайланнă. Çавăнпа та сирĕн телефон çине "Манăн пĕлĕшшĕн сасăла" текен каçă килет пулсан унта пусмалла мар! Çакăн хыççăн эсир хăвăрăн мессенджера кĕрейместĕр, унпа малалла ултавçă хуçаланма пикенет. Нумай пулмасть çеç çак меслетпе тĕп хуламăрти 67 çулхи хĕрарăм пĕлĕшне "пулăшма" 50 пин куçарса панă. Чăннипе вара вăл ултавçă пулнă. Вĕсем хăйсен пайтишĕн темĕнле хыпар та шутласа кăларма пултараççĕ. Асăрханни пурне те çакнашкал пăтăрмахран сирĕ.
Ноябрь 2024 |