Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.09.2023, 20:47 Просмотров: 202

 Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче депутатсен Пухăвĕн 18-мĕш ларăвĕ иртрĕ.

Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç. Ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ тăватă ыйтăва пăхса тухрĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пай пуçлăхĕ Виктор Львов 2023 çулта Патăрьел муниципалитет округĕн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли Прогноз планне хушусем кĕртес, малашнехи 2024-2025 çулсенче харпăрлăха приватизацилемелли тĕп енсем, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртес ыйтусемпе туса калаçрĕ.

 Ларура Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Анисия Воробьева Патăрьел муниципалитет округне кĕрекен ялсенчи старостăсем пирки калакан Положение çирĕплетес ыйтупа тухса калаçрĕ. Депутатсем кун йĕркинчи ыйтусемпе пĕр шухăшлăн сасăласа тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Юлашкинчен депутатсем награда ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика