Туçара пурăнакан халăх академикĕн, Чăваш Республикинчи тава тивĕçлĕ экономисчĕн тата хисеплĕ краевечĕн Валерий Салмин философăн хуçалăхĕ çумĕнчи çурт-музейне ку таранччен аякран та, çывăхран та экскурсие сахал мар турист, хисеплĕ делегаци, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата ытти те килсе курнă. Вĕсем пурте пархатарлă ĕçе хак парса автор йĕркеленĕ хаклав кĕнекине ырă сăмахсем "шăрçаласа" хăварнă.
Çак кунсенче вара Салминсен çурт-музейне тĕп хуламăртан, Шупашкартан Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин ертсе пыракан сумлă ушкăн - Николай Кирилловпа Федор Карягин профессорсем, Анатолий Иванов доцент, филологи наукисен кандидачĕ Анатолий Кибеч писатель - çитнĕ, Туçа хастарĕн анлă тавра курăмĕпе, унăн ĕçĕсемпе паллашнă.
Ăсчахсем Валерий Салмин хисеплĕ ĕç ветеранĕ (78 çулта) çулне кура мар çамрăксемшĕн, ял, округ, республика çыннисемшĕн пархатарлă ĕç тунине палăртнă.
Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин Чăваш Республикин общество пĕрлешĕвĕн ячĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарне тăван енри культурăпа общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн академин Хисеп грамотине парса чысланă тата ăна "Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти" хисеплĕ ят, "Тава тивĕçлĕ культура деятелĕ" паллăна тивĕçнĕ ятпа саламланă.
Тĕп хуламăртан килнĕ сумлă ушкăнпа юнашарах Туçа çĕрĕ çинче Патăрьел муниципалитет округĕн пĕрремĕш çумĕ -хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управлени начальникĕ Анисия Воробьева, муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн специалист-эксперчĕ, округри пенсионерсен вырăнти уйрăмĕн председателĕ Полина Логунова, Туçари вăтам шкул директорĕ Петр Шашкин, Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ Тальгат Шакуров, ял-йыш, Туçари "Çăлкуç" ансамбль хастарĕсем пулнă, Валерий Салмина малашне те общство пурнăçне хастар хутшăнма ырă суннă.
Юлашкинчен делегаци Тутар Тимешĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асра тытса ял хастарĕсем лартнă палăк умĕнче пулса пуç тайнă.
(Хамăр корр.).
Ноябрь 2024 |