Мотоциклпа çỹрес тесен ỹссе те çитмелле, ирĕк те кирлĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 22.09.2023, 20:48 Просмотров: 183

 Юлашки вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕнче çул çитмен ачасем мототранспортпа авари тунă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Çамрăксем кăнтăрла çеç мар, каçхине те техникăпа пĕчченшерĕн, ушкăнпа та теветкеленсе ярăнса çỹреççĕ. Çакă хăйсемшĕн çеç мар, çула тухнă ытти водительсемшĕн те, çуран çỹрекенсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать.

 Ку таранччен пирĕн тăрăхра пулнă çакнашкал преступленисем пирки РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев тата Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комисси председателĕ Светлана Чернова акă мĕн пĕлтерчĕç хаçат редакцине:

Алексей МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ:

- Мотоцикл ыттисемпе танлаштарсан çăмăл техника шутланать. Унпа ытларах инçе çула тухмаççĕ, ял таврашĕнче çеç çỹреççĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан кăçал уйрăмах мототранспортпа çỹрекенсен, çав вăхăтрах çул-йĕр правилине пăхăнманнисен йышĕ пысăкланчĕ. Вăл шутра аслисем те, çул çитмен ачасем те çирĕп- летнĕ йĕркене пăхăнмаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа мототранспортпа çул-йĕр правилине пăснă 32 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен 15-шĕн руль умне ларма ирĕк пулман е ăна çак ирĕкрен хăтарнă. Пĕр водитель мотоциклпа иккĕмĕш хут ỹсĕрле çула тухса çирĕп йĕркене пăснă. Ăна РФ УКăн 264.1 статйипе уголовлă ĕç пуçарнă.

Светлана ЧЕРНОВА, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комисси председателĕ:

- Çулталăк пуçланнăранпа комиссин 17 ларăвĕ иртнĕ. Пăхса тухакан ĕçсенчен ытларах пайĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламанни, çул çитмен ачисене усал çул çине тăрасран пăхса çитерейменни. Çавна пулах 18 çул тултарман ачасем чикарккă туртма та, сăра-эрех ĕçме те, ытти усал ĕç тума та пултараççĕ.

 Юлашки вăхăтра çул çитмен ачасем мотоциклпа ярăнса пăтăрмах тунă тĕслĕхсем пулни пушшех пăшăрхантарать. Кăçал çеç апрель уйăхĕнчен пуçласа çул çитмен 14 ача тата ашшĕ-амăшĕ пирки çырнă административлă ĕçсене комиссинче пăхса тухрăмăр. Вĕсене пурне те саккунпа айăпланă, штраф панă.

Çакна та палăртса хăварас килет. Ача шăпишĕн, унăн пуласлăхĕшĕн чăн малтанах ашшĕпе амăшĕ яваплă. Çавăнпа та ăна çул çитмесĕр мотоцикл туянса та, унпа ярăнса çỹреме те ирĕк памалла мар! Инкек пĕрре çеç пулать. Чылай чухне вăл хамăр айăппа, асăрхаса çитерейменнипе сиксе тухнине те манмалла мар. Чăн-чăн мотоциклист пулас тесен вара ỹссе çитмелле, ун хыççăн çул-йĕр правилине вĕренсе ирĕк илмелле.

АСА ИЛТЕРЕТПĔР

Хальхи вăхăтра чи хăрушши тата пĕлтерĕшли - 18 çул тултарман арçын ачасем водитель удостоверенийĕсĕр, шлемсăр, пысăк хăвăртлăхпа тата ытти йĕркене пăхăнмасăр çула тухни. Ку таранччен çакнашкал ултă тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенче тăватă водитель суранланнă.

- Енчен те мотоциклист руль умне водитель удостоверенийĕсĕр ларсан - 5 - 15 пин тенкĕ штраф.

- Мотоцикла регистрацилемен, номерĕ çук пулсан та 5000 тенкĕ тỹлеме тивет.

- Çул-йĕр правилине пăхăнмалли саккунпах шлемсăр çула тухакан водителĕн те 1000 тенкĕ штраф тỹлемелле.

Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика