Хамăр пурăнакан тавралăха упрас, çут çанталăк пурлăхĕпе перекетлĕ усă курас, граждансен экологи культурин туйăмне ỹстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев указĕпе çывхарса килекен 2024 çула Чăваш Енре "Экологи культури тата çут çанталăка упрамалли çулталăк" тесе ят панă.
Çавна май çак документпа килĕшỹллĕн гражданла обществăн институчĕ, обществăлла организацисем, экологи ыйтăвĕпе çыхăннă уйрăм хастарсем, çамрăксемпе волонтерсем тата ыттисем хутшăннипе муниципалитет округĕсенче ку тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕп мероприятисен планне туса хатĕрлеме палăртнă. Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин председателĕ Анатолий Самакин ертсе пынипе палата членĕсем, экологи ыйтăвĕпе çыхăннă яваплă службăсем çавра сĕтел тавра пуçтарăнчĕç.
Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-тирпей- илем тата территорисен аталанăвĕн управлени начальникĕ Анисия Воробьева, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина, округри ветеринари службин, АПК канашĕн представителĕсем, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕнче çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Юлия Селиванова тата ыттисем те хутшăнчĕç. Мероприятие хутшăннисем чăн малтанах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен пĕрлехи вăйпа экологин чи çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли пирки сăмах хускатрĕç. Эпир пурăнакан тавралăх таса та илĕртỹллĕ, сывлакан сывлăш сиплĕ, ĕçме усă куракан шыв юрăхлă пултăр тесен экологи хурăшсăрлăхне ял хуçалăх предприятийĕсен те, апат-çимĕç тирпейлекен цехсен те, çỹп-çап йышăнакан ятарлă организацисен те, уйрăм граждансен те пĕр çын пек пулса çут çанталăкăмăра вараласран сыхланмалла, ăна капăрланма, çĕнелме, тасалма пулăшмалла. Паянхи кун çĕр-аннемĕр те, ытарайми вăрмансем те, кỹлĕсем те, çав шутрах пирĕн мăнаçлăх шутланакан Пăла юханшывĕ те пиртен, тĕрлĕ шайри влаç представителĕсенчен пысăк пулăшу кĕтет.
Общество палатин ларăвĕнче çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă май, çывхарса килекен Экологи культурин çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕллевсене те çивĕчлетрĕç.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |