Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтупа "Авангард" хаçат редакцине çырупа тухрĕç. Вĕсем унта 18,22,23,24,25-мĕш çуртсенче иккĕмĕш эрне шыв çуккине, хушăран çур çĕр иртсен çеç пулнине пĕлтернĕ. Кунта тĕпленнисенчен нумайăшĕ пĕчĕк ачасемлĕ çамрăк çемьесем. Вĕсен япалине те çумалла, апатне те пĕçерсе çитермелле. Шыв куллен кирлĕ. Çынсем çывăхри пусăран ăсма пуçланă, анчах вăл та пăтранма тытăннă. Аслăрах çулхисемшĕн вара тулли витрене 2-3-мĕш хутсене йăтса хăпарма та çăмăл мар.
- Шыв пирĕн çуртсенчи насус станцийĕсем патне те çитеймест, çавна май вĕсем час-часах юрăхсăра тухаççĕ. Вĕсене эпир хамăр туянатпăр, - тенĕ çырура.
Мир урамĕнче пурăнакансене пăшăрхантаракан ыйтупа Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - строительство, çул-йĕр тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕпе Равиль Ямалетдиновпа çыхăнтăмăр. Равиль Фарахутдинович скважинăри шыв çанталăк типĕ те шăрăх тăнăран кирлинчен чылай чакнине, çавна май çуртсем патне шыв çитменнине, халĕ ку ыйтăва татса панине пĕлтерчĕ
Ноябрь 2024 |