Патăрьелĕнчи тĕп больница коллективĕ - ГТО нормативĕсемшĕн!

Категория: Публикации Опубликовано: 26.09.2023, 20:48 Просмотров: 170

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта "Демографи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Спорт - пурнăç йĕрки" проектпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи тĕп больницăри тухтăрсем, медицина сестрисем тата администраци работникĕсем ГТО комплексĕн нормативĕсене парас тĕллевпе пуçтарăннă. Мероприяти тĕп тĕллевĕ - сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, ГТО комплексне анлăлатасси.

-Хисеплĕ ĕçтешсем, эпир çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшатпăр, вĕсене сиплетпĕр. Хамăрăн пурнăçа спортпа çыхăнтарни пире вăйлăрах тата пĕрле пулма, сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăма пулăшĕ,- тенĕ медицина ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Антонина Чернова.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика