Кĕр кунĕсенче çĕр çырли йăранне минерал удобренийĕ хывма юрать. Малтан лаптăка шăвармалла.
20 грамм кали тăварне 10 литр шывра ирĕлтермелле. 10 грамм суперфосфата 10 литр шыва ярса пăтратмалла. Ку удобренисене ретсен хушшине кăна сапмалла.
Тымар патне яма 10 литр шыва 2 апат кашăкĕ нитрофоска тата 20 грамм кали тăварĕ ирĕлтермелле. Пĕр тĕм валли 1 литра яхăн удобрени шывĕ кирлĕ.
Нитрофоскăпа çырла лартнă чухне те усă курма юрать. Кашни тĕм шăтăкне 40 грама яхăн удобрени хывмалла.
Хăш-пĕр минерал удобренине органикăпа хутăштарма юрать. Тĕслĕхрен, кĕркунне апатлатарма çакăн пек хутăш хатĕрлеме пулать: 10 литр шывра 1 килограма яхăн ĕне выльăх тислĕкне ирĕлтермелле, унта 2 апат кашăкĕ суперфосфат, 1 стакан кĕл хушмалла. Çавăн пекех 2 апат кашăкĕ нитроаммофоскăна 1 стакан кĕлпе пăтратма юрать.
Ноябрь 2024 |