Ырă чунлă воспитатель - ачасемшĕн иккĕмĕш амăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2023, 20:30 Просмотров: 115

Патăрьел муниципалитет округĕнчи воспитательсемпе шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă турĕç.

Чыслав мероприятине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи педагогсен профсоюз организацийĕн ертỹçи Светлана Елагина, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕнче çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Юлия Селиванова, ача сачĕсен заведующийĕсем, шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас ĕçре кăтартуллă тăрăшакан воспитательсем хутшăнчĕç.

- Хăйĕн ĕçне чунтан юратакан чăн-чăн воспитатель çеç ача садĕнчи шăпăрлансене амăшне улăштарма, юратнă çын пулма пултарать. Паянхи уява пуçтарăннă воспитательсем шăпах çак сăмахсене тивĕçлĕ, - терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов воспитательсемпе шкул çулне çитмен учрежденийĕнче ĕçлекенсене уяв ячĕпе саламланă май.

Уява хутшăннисем кашниех шкул çулне çитмен ачасене воспитани парас тĕлĕшпе тимлекен ĕçченсене професси уявĕ ячĕпе ырă сунса саламларĕç. Хăйсен ĕçĕнче уйрăмах палăрнă воспитательсемпе ытти ĕçченсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе Тав хутне парса чыс турĕç.

Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинчи сцена ăстисен хаваслă юррисене те залра ларакан воспитательсем ăшă салам вырăнне йышăнса тăвăллăн алă çупрĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА Автор сăн ỹкерчĕкĕсем (1-мĕш стр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика