Хаçат вулакансенчен манăн шухăшăмпа чылайăшĕ килĕшеççĕ-тĕр: больницăра пирĕн сывлăхшăн тăрăшакан тухтăрсенчен чи-чи шиклентерекенни (каçарччăр, паллах) - шăл врачĕ. Стоматолог чирлĕ çынпа мĕнле кăмăллă та çепĕç калаçсан та шăла хăйракан бормашина сассине никам та релакс вырăнне йышăнмасть, вăл никамăн чĕрине те савăнăç кỹмест-тĕр... Чăвашсен паллă поэчĕн Николай Исмуковăн "Шăл ыратнă чух эпĕ ай, Тур, телейсĕр, ыратман чух мĕн-ма телейлĕ мар?.." текен йĕркисем те ытахальтен шăранса çуралман пулĕ?
Вăхăтĕнче Патăрьелĕнче пурăнакан Валентина Николаевна Киданова шăл тухтăрĕ патне сипленме пыракан çынсем те хăйĕнчен мар, пĕр тикĕссĕн нăйлатакан ĕç хатĕрĕнчен сехĕрленнĕ темелле. Çапах та професси ăсти яланах шиклĕхе пациентсенчен сирсе яма тăрăшнă, вĕсене çак шухăшран пăрăнма пулăшнă...
Патăрьелĕнчи тĕп больницăра тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă Валентина Николаевна шăл тухтăрĕ шурă халатне хывнăранпа вăтăр çул та çитет ĕнтĕ. Çул хыççăн çул çĕмрен пек хăвăр иртет, нимĕн сисĕнмесĕрех хыçа юлса пырать. Нумай пулмасть çеç хисеплĕ ватă вуннăмĕш теçеткене вакларĕ, хăйĕн чи çывăх çыннисемпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе 90 çулхи юбилей савăнăçне пайларĕ.
- Шăпам мана Патăрьел çĕрĕпе (вăл Куславкка районĕнчен) çыхăнтарнăшăн паянхи кун та Турра çеç тав тăватăп. Хамăн пурнăçăмра яланах ырă та пултаруллă çынсемпе юнашар пулма тỹр килнишĕн те савăнатăп. Туслă ĕç коллективĕнче çамрăклăхăм, ĕмĕрĕм иртсе кайнине те сисмерĕм...- тет Валентина Николаевна.
Ĕç стажне вăл хăйĕн специальноçĕпе пуçламан. Шкултан вĕренсе тухсанах чиперкке Шупашкарти пир-авăр фабрикинче пилĕк çул ĕçленĕ. Çапах ĕмĕр тăршшĕпе пир тĕртекен пулса тăрăшма шутламан хĕр ача. Ятарлă специальность илес тĕллевпе чăн малтанах Шупашкартах медицина сестрисен курсĕнче вĕреннĕ. 1957 çулта Виталий Кидановпа çемье çавăрнă хыççăн вара пурнăç çулĕ шăпах Юхмапа Пăла тăрăхĕн еннелле выртнă. Каярахпа шăл тухтăрĕн специальноçĕпе вĕренсе тухнă та тỹрех Патăрьелĕнчи тĕп больницăна ĕçе вырнаçнă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех район центрĕнчи сиплев учрежденинче тăрăшнă Валентина Николаевна.
Мăшăрĕпе (йывăр тăпри çăмăл пултăр) икĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Юбилейпе саламлама пуçтарăннă виçĕ мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕ хисеплĕ сывлăх сыхлавĕн ветеранĕшĕн паянхи кун тем пысăкăш парне, чун хавхаланăвĕ.
- Ватă çыннăн кăмăлне тупма нумай савăнăç та кирлĕ мар. Ку тĕлĕшпе эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Ачасем те, мăнуксем те хисеплеççĕ. Хам та вĕсемшĕн, вĕсен пурнăçри ăнăçăвĕшĕн чун-чĕререн Турра кĕл тăватăп. Пушă вăхăтра кичемленме юратмастăп. Май пур таран алă ĕç те тăватăп, пуçра çĕнĕ йĕркесем çуралсан шăрçаласа сăвă та çыратăп. Хам валли, вуласа киленме, чуна йăпатма... Çамрăк чухнехи, Патăрьелĕнчи халăх хорне çỹренĕ чухнехи юрăсене те аса илсе ĕнĕрлесе çỹретĕп. Вĕсем пурте маншăн чун апачĕ шутланаççĕ, - çапла пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне Валентина Киданова ветеран-стоматолог.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |