Çулсем иртни ĕç ветеранне тунсăх кỹмест

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2023, 20:31 Просмотров: 126

Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Алексей Константинович Митрофанов тăххăрмĕш теçеткене ваклать пулин те, çулсем иртни ăна тунсăх кỹмест. Çулне кура мар вăл çамрăк та, яштака та, илемлĕ те курăнать-ха. Паянхи кун та автомашина рулĕ умĕнче мăнаçлăн ларса пыракан водителе никам та 82 çулта тесе калаймĕ! Вăл çав-çавах правур, ăспа-тăнпа та катăлман, куçĕ те çивĕч, куçлăхсăрах хаçат-журнал вулать...

- Эпĕ çул-йĕр правилине нихăçан та пăсман. Мана инспекторсем çак сăлтавпа чарса курман. Çапах пĕлтĕр водитель удостоверенийĕн срокне тата малалла тăстарнă чухне пакунлисем шалтах тĕлĕнчĕç. Ман пекки пирĕн округра çук имĕш. Хамăн вăйăм-халăм пуррине туйса Патăрьелне çеç тухса çỹренине пĕлтертĕм. 56 çул пĕрле пурăнакан юратнă мăшăрăма çуран уттармастăп çав ĕнтĕ...- шỹтлерĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи.

Аслă ăру çыннисене пурнăç никама та сăпкара çеç сиктермен. Алексей Константинович та 7 класс вĕренсе тухнă хыççăнах малтан кĕтỹ кĕтнĕ, каярахпа лаша тилхепине тытнă, аслисемпе пĕрле вăрмана çỹренĕ, тракторист-комбайнер пулнă... Çемьери лару-тăрăва пула вăл малалла пĕлĕвне те тăсайман. 1962-1965 çулсенче Ташкентри çар чаçĕнче службăра пулнă. Спортсмен унта та хăйне ырă енĕпе çеç кăтартнă, командованинчен пĕрре мар тав хучĕ илме тивĕçнĕ, икĕ хутчен киле отпуска та килнĕ.

Сывлăш-десант çарĕн ветеранĕ салтакра пулнă вăхăтсене ырăпа çеç аса илет. Çар пурнăçĕ ăна çирĕп характерлă пулма, пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме хистенине, тỹрĕ чунлă пулма вĕрентнине, çав вăхăтрах тавра курăма анлăлатнине çирĕплетет. 58 çул каяллахи вăхăта вăл ĕнер пулнă чухнехи евĕр аса илчĕ:

- Ĕмĕтĕмпе эпĕ яланах яштак пỹллĕ моряк (1 метр та 88 сантиметр çỹллĕш пулнă) пуласшăнччĕ. Вĕсене яланах ăмсанса пăхаттăм. Шăпа вара урăхла çаврăнса тухрĕ. Патăрьелĕнчи военкоматран сывлăш-десант çарне кайма ят тухассине пĕлсен район центрĕнче парашютпа сикекенсене хатĕрлекен курса çỹрерĕм. Салтака кайичченех икĕ хутчен самолетран сиктерчĕç. Çарта вара парашютпа 40 хут ытла сикме тиврĕ. Кашнийĕнчех çĕр çине ăнăçлă вырнаçнă пулин те, парашют уçăлса кайиччен шутлă çеккунтра куç умне анне сăнарĕ тухатчĕ. АН-12 самолетран умлă-хыçлах 60 çын та сикнĕ. Вăл чи пысăк вĕçев техникиччĕ. ЯК-12, АН-2, МИ-2 самолетсем вара пĕчĕкрех. Вĕсемпе сахал ушкăнпа çеç сикнĕ,- хавхаланса каласа парать десантник салтак пурнăçĕ пирки.

Çартан килсен хăйĕн шăпине пĕтĕмпех техникăпа, хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă. Первомайски чиперккипе Вера Евстафьевнăпа (10 класс вĕренсе тухнă хыççăнах) çемье çавăрнă. Вăл куçăмсăр майпа аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн вара хăй те çак меслетпех инженер-механик профессине алла илнĕ. Малтан "Гвардеец", пысăк хуçалăх пайланнă хыççăн "Урожай" колхозра механик, снабженец, бригадир тата ытти яваплă должноçсенче те тăрăшнă Алексей Константинович. Кашни ĕçе тỹрĕ чунпа, тăрăшса пурнăçланă. Общество пурнăçĕнчен те айккинче тăман.

Ĕç ветеранĕ паян та ял-йышра хисепре. Митрофановсем мăшăрĕпе виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтерсе аслă çул çине кăларнă, çичĕ мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.

- Тăван çĕршыва хỹтĕлесси яланах сумлă пулнă. Манăн атте те салтакранах вăрçа хутшăннă, отделени командирĕте пулнă. Икĕ ывăл, пĕр мăнукăм та салтак тивĕçне чыслăн пурнăçларĕç. Çакă мана та, çар ветеранне хавхалантарать,-тет сывлăш-десант çарĕн ветеранĕ Алексей Митрофанов.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика