"Патăрьел тăрăхĕнчи Степанов Алманчăран мар-ши?"

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2023, 18:32 Просмотров: 463

ÇАК шухăша пайăрлатас, çак хыпара пĕлтерекене шырас тĕллевпе Алманчăри Пахомовсем хаçат редакцине пулăшу ыйтма килчĕç. Вĕсене шухăша яракан хыпар акă еплерех çаврăнса тухнă. Темиçе кун каялла Красномайскинче пурăнакан пĕр хĕрарăма автостанцинче автобус кĕтсе ларнă чухне хăйĕн пекех пассажир Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă ывăлĕ госпитале çакланни пирки пĕлтернĕ. Юнашарах сурансемпе Патăрьелĕнчен Степанов хушаматлă салтак выртнине те каланă. Темиçе эрне каялла Алманчăри Пахомовсем ятарлă çар операцине хутшăннă çывăх тăванне пытарнă. Çапах та тăвансен Степанов хушамата илтнĕ хыççăн çутă шанăç çĕнĕрен çуралнă. Тен, чăнах та вĕсен шăллĕ сывах? Е хушамачĕ çеç тỹр килет? Автостанцинче çак темăпа калаçу пуçарнă хĕрарăм хыпара вуласан 8-903-064-35-98 номерпе шăнкăравласа пĕлтерессе шанаççĕ вĕсем...

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика