Ыйтăвĕсем кăсăклă, хуравĕсем тулли пулчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2023, 18:41 Просмотров: 446

Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 11 сехетре "Контактра" социаллă сетьри Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн официаллă ушкăнĕнче "2023 çулăн 9 уйăхри кăтартăвĕсем" темăпа тỹрĕ эфира тухрĕ. Вăл Чăваш Республикин регион управленийĕн центрĕ (ЦУР) пулăшнипе иртрĕ. Сăмах май, центр пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа Патăрьел муниципалитет округĕн администрацине социаллă сетьсем урлă 172 ытла ыйту килнĕ, вĕсенчен ытларах пайĕ çул-йĕрпе (58), çурт-йĕрпе тата коммуналлă хуçалăхпа (32), хăтлăхпа (18) çыхăннă. Уçă калаçу вăхăтĕнче 50 яхăн ыйту панă, 600е яхăн куракан пăхнă.

Патăрьелĕнчи тĕп больница патĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене юлашки вăхăтра сивĕ шыв çитменни кунти çынсене чылай пăшăрхантарчĕ. Рудольф Васильевич тỹрĕ эфира шăпах çак темăран пуçларĕ те. Вăл Мир урамĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнине, микрорайонта çĕнĕ скважина чавас, ăна çуртсемпе çыхăнтарас ыйтăва пăхса тухни пирки каларĕ. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ пур çурта та сивĕ шыв пырать.

 Подписчиксем Анат Туçаран Тутар Тимешне каякан çула хăçан юсасси пирки те кăсăкланчĕç. Муниципалитет округĕн ертỹçи Рудольф Селиванов çула кăçалах çĕнетме палăртнине, хальхи вăхăтра смета документацийĕсене хатĕрленине каларĕ. Çавăн пекех Хирти Пикшикри Тĕп урамри асфальта 2024 çулта юсассине пĕлтерчĕ.

"Выбор" суту-илỹ çурчĕ умĕнче кулленех япала сутакансем тăраççĕ. Çакăнпа иртсе çỹрекенсем кăмăлсăр. Рудольф Васильевич ку темăна шутра тытнине, суту валли хушма лапамсем тăвассине асăнчĕ.

Ялсенче йытăсем ирĕкре çỹрени, ача-пăчана çеç мар, аслисене те вĕсем шиклентерни паянхи кунăн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Патăрьелĕнчи пĕр подписчик çакăн пирки пăшăрханса çырнă. Сергей Мадьянкин предприниматель Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен пурĕ 52 анчăка тытса кайнă, вăл шутран Патăрьелĕнчен - 7. Анчах ку проблемăна татма май памасть. Кашнийĕн килĕнчи тăватă ураллă "тусĕшĕн" яваплăха туймалла, ирĕкре çỹретмелле мар.

Ишлĕсем тỹрĕ эфирта шкул-сад ыйтăвне хускатрĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ача-пăча садне шкул-сад валли реконструкцилеме проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитернине, унта спортзал та пулассине каларĕ. Сăмах май, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Туçари, Турханти вăтам шкулсене тĕплĕн юсама тивĕçлĕ хутсем пур. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Нăрваш Шăхалĕнчи пĕлỹ çурчĕсене те çĕнетме палăртаççĕ.

Ыхра Çырминче 180 вырăнлăх çĕнĕ шкул тумалла. 353 млн тенкĕ ытларах тăракан объектăн проектпа смета документацийĕ пур, Чăваш Ен строительство министерствин экспертиза центрĕ витĕр тухнă. Хальхи вăхăтра республика программине кĕме тăрăшаççĕ.

Тунă япаласене упрама пĕлместпĕр, çĕмĕрĕлсен вара ялан кам та пулин туса парасса кĕтетпĕр. Патăрьелĕнчи паркри сцена çĕнĕ пулсан та кивелме пуçланă пек туйăнни пирки те комментаринче çырни пур. Рудольф Васильевич ăна хуравланă май Ачасене хỹтĕлемелли кун уçăлнă сценăна виçĕ уйăхранах такамсем юрăхсăра кăларма пикенни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Кун пирки полици пĕлет, анчах хамăрăн та тирпейлĕ пулмалла. Ача-пăча лапамĕсем пирки те çакнах каламалла. Пĕчĕккисем ярăнмалли хатĕрсенче аслисем те лараççĕ. Кун пек чухне çĕмĕрĕлесси те куç умĕнчех. Çакă, паллах, яваплăха сирнине пĕлтермест. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ территори уйрăмĕн начальникĕсене пĕчĕккисем валли уйăрнă лапамсене тĕрĕслесех тăма каланине, çĕмĕрĕлнисене юсаса тăма "Чистое село" предприятипе килĕшỹ тунине, организаци пирки çырнă ятарлă информаци, телефон номерĕ те çакăнса тăнине пĕлтерчĕ.

Чылай организаци-предприятинче кадрсем çитмеççĕ, вăл шутра Патăрьелĕнчи тĕп больницăра та. Кăçал çамрăк виçĕ врач ĕçе пикеннĕ, ординатурăра тăваттăн. Тĕллевлĕ направленипе Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тата Шупашкарти медицина колледжĕнче 20 студент ăс пухать. Вĕсем тăван тăрăха таврăнасса шаннине пĕлтерчĕ Рудольф Васильевич.

 Ялта пурăнакансем ĕне-выльăх усранисĕр пуçне вĕлле хурчĕсем те ĕрчетеççĕ. Утарçă пулас ĕмĕтлисем туяннă хатĕрсемшĕн патшалăхран 40 процент таран субсиди илме пултараççĕ. Анчах та çакна валли хăй тĕллĕх ĕçлекен (самозанятый) пулмалла. Пысăкрах пулăшу илес текенсем "Агростартап" программăна хутшăнмалла. Кунта тăватă млн тенкĕ таран грант параççĕ.

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем алăран туяннă ял хуçалăх техникишĕн субсиди пани пирки те тỹрĕ эфирта ыйтса пĕлчĕç. Техникăна туса кăларнăранпа 6 çул иртмен пулсан пулăшу тивĕçет.

Уçă калаçура тĕрлĕ ыйту пулчĕ, вĕсенчен чылайăшне Рудольф Васильевич хуравлама ĕлкĕрчĕ. Эфир вăхăтĕнче янăраманнисем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ, вĕсен хуçисене те Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ Чăваш Республикин регион управленийĕн центрĕпе (ЦУР) пĕрле çывăх вăхăтрах ответ парать.

Тỹрĕ эфира ttps,ỸỸvk.comỸvideo-198531011-456239148.listç59444ba5013d9392d1 ссылкăпа кĕрсе пăхма май пур.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика