Пĕр шухăшлă пулнăран çитĕнỹсем пулаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2023, 18:41 Просмотров: 443

Республикăра кăçал пĕрремĕш хут фермер хуçалăхĕсем хушшинче "Агро-100" конкурс ирттерчĕç. Тутар Тимешĕнчи Камиль Салихов фермер хуçалăхĕ унта 7-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ырă хыпар пирки "Авангард" хаçатра та çырса пĕлтернĕччĕ. Малтисен шутне кĕрес тесен ĕç кăтартăвĕсем те кирлĕ. Ку хуçалăхра вара вĕсем курăмлă.

 "Гвардеец" колхоз чухне, кăшт каярах та Тутар Тимешĕнче те фермăсем пурччĕ. Самăртмалли вăкăрсем, лашасем усратчĕç. Вăхăт шунăçем витесем тулас вырăнне пушанса та пушанса пычĕç. Каярах вара хуралтăсенче çил ачисем çеç хăваламалла выляма пуçларĕç. Ялти çынсен чунĕсене çакă ыраттарнах ĕнтĕ. 2021 çулта вара Камиль Салихов кунта пуçламăш утăмсене турĕ. Фермер утсем тата лашасем усрама пикенчĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк аталанма тăрăшнине ырламалла çеç. Халь витере самăртмалли вăкăрсем те пур. Вĕсем 150 пуç ытла. Урхамахсен шучĕ те пĕчĕк мар, 100 пуçа яхăн. Сурăхсен эдильбаевская, романовский тата меринос ăрачĕсене тытаççĕ, 300 пуçа кăшт кăна çитмест. Çывăх вăхăтра вара выльăх йышĕ тата пысăкланмалла. 2022 çулта Камиль Салихов çемье фермине йĕркелекенсене патшалăх паракан гранта тивĕçнĕ. Унпа вĕсем вите тума пикеннĕ, ăна кăçалхи ноябрь уйăхĕнче хута ямалла. Хуралтăра 200-250 пуç таранччен вăкăр усрама палăртаççĕ. Вĕсене кăкарса хумаççĕ, ятарлă лаптăкра ирĕкре çỹреççĕ. Выльăх пăхакансене канма, тум улăштарма çурт та пулать.

Выльăх-чĕрлĕх тытма çĕр те кирлĕ. Фермерăн 900 гектар пур, унта пĕрчĕллĕ культурăсем тата нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтернĕ. Хĕле валли 1,5 пин тонна сенаж янтăланă. Сăмах май, сутлăх та çитет. Ешĕл апата хатĕрлеме пĕлтĕр ятарлă агрегат туяннă. Вăл курăка малтан çавăрттарса рулон тăвать те кайран пленкăпа чĕркет. Хальлĕхе Патăрьел муниципалитет округĕнче кун пек хатĕр урăх çук.

Техника паркне те çĕнетсех тăраççĕ. Кăçал К-742 М трактор туяннă. Ыттисем те юсавлă, кал-кал ĕçлеççĕ.

Фермер хуçалăхĕнче Камиль Салиховăн ашшĕне, Марс Равиловича та час-часах курма пулать. Пире те вăлах хуçалăхпа паллаштарчĕ. Кĕçĕнни аслин шухăшĕсене тĕпе хурса, асли вара ывăлĕн тĕллевĕсене шута илсе тăрăшаççĕ. Пĕр шухăшлă пулнăран çитĕнỹсем пулаççĕ те.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика