"Хĕр ача йĕке çỹллĕш пулсан - амăшне, арçын ача пуртă çỹллĕш çитĕнсен ашшĕне пулăштăр", - тенĕ ваттисем. Çĕнĕ Ахпỹртре 1997 çулта çуралнă Анастасия Мартышкина (сăн ỹкерчĕкре) амăшĕн кăна мар, ашшĕн те чи çывăх пулăшуçи. Ăна ытларах кил хуçипе юнашар курма пулать. Вăл çăмăл машинăпа та, тракторпа та çỹрет. Ытти ĕçрен те ỹр- кенсе тăмасть. Настьăн çывăх çыннине Юхмапа Пăла тăрăхĕнче палламан çын сахал-тăр. Евгений Мартышкин 20 çул ытла каяллах фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, паян та вăл ăнăçлă аталанса, самана таппипе тан утса пырать. Çавăн пекех Евгений Михайлович Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ те.
- Пĕчĕк чухне атте машинăпа пынă чухне мана хăйĕн чĕрки çине лартатчĕ те эпĕ савăнсах руль тытса пыраттăм. Техникăна юратма, ăна таса та тирпейлĕ тытма çывăх çыннăм хăнăхтарнă. Çулла ĕççи вăхăтĕнче машина хăвăрт тусанланать, çавăнпа эпĕ ăна ывăннине пăхмасăр кулленех çăватăп. Мана та, ыттисене те ярăнма кăмăллă пултăр тетĕп. Ỹсерехпе тракторпа та çỹрес килекен туйăм çуралчĕ. Хамăр патăрта механизаторта вăй хуракан Михаил Трифонов тата ыттисем те нумай вĕрентрĕç. Малтан "хурçă ута" пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçараттăм, каярах çевока хиртен базăна çитиех турттарса каяттăм. ГАЗ-53 машина та маншăн ют мар, эпĕ унпа та 12 çултах çỹреме хăнăхнă, - терĕ хăйĕн пирки паллаштарнă май çамрăк хĕр.
Анастасия Евгенийпе Людмила Мартышкинсен иккĕмĕш хĕрĕ. Асли - Ирина, вăл тухтăр профессине алла илнĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă Настя амăшĕн çулне суйланă. 2015 çулта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕлỹ илнĕ вăхăтрах обществăлла ĕçсене те ялан хутшăннă. Тин кăна ялтан килнĕ хĕре хастарлăхне кура "Спорт волонтерĕсем" юхăма ертсе пыма шаннă. 2017 çулхи çулла студентсем спорта юратакансем валли тĕрлĕ проект хатĕрлесе "iВолга" форума хутшăннă. Икĕтапхăрпа иртнĕ мероприяти. Пĕрремĕшĕнче Настьăн проекчĕ мала тухнă, иккĕмĕшĕнче вара урăххисем палăрнă. Çакăн хыççăн пике тата ытларах хавхаланса малалла аталанма тăрăшнă. Çак çулах кĕркунне Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн иртнĕ конкурса çĕнетнĕ проектне тăратнă. Ăна вĕсем ушкăнпа хатĕрленĕ, ертỹçи - хăй. "Хусканура пул!" проект çĕнтернĕ.
Наука гранитне кăшланă вăхăтрах Анастасия "Тĕнче алăкне пĕрле уçатпăр" проектпа килĕшỹллĕн ача çурчĕсене те çỹренĕ. Маттур та тăрăшуллă хĕр ахальтен мар ĕнтĕ 2017 тата 2021 çулсенче ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. 2019 çулта пике университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, "Чи лайăх 100 выпускник" йышне кĕнĕ.
Хальхи вăхăтра Настя ашшĕ йĕркеленĕ фермер хуçалăхĕнче маркетологра тăрăшать. Вăл хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе социаллă сетьсем урлă паллаштарать, унта ĕçлекенсем, техника хăрушсăрлăхĕ пирки каласа парать. Çамрăк хĕр хуçалăхăн ĕç формине, логотипне хатĕрленĕ.
Фермер хуçалăхĕ аталантăр тесен çĕнĕлĕхсемпе те паллашсах тăмалла. 2022 çул вĕçĕнче Краснодарта "ЮГАГРО" ял хуçалăх куравĕ иртнĕ. Унта Настя та хутшăннă. Çакăн хыççăн вĕсем хуçалăхĕнчи техника çине пĕрремĕш хут автопилот лартнă. Малашне ыттисем çинче те усă курма тытăнасшăн.
Хĕр чунĕнче çепĕçлĕх валли те вырăн çителĕклех. Вăл питĕ чечексене, уйрăмах пионсене, килĕштерет. Çут çанталăка та юратать, ăна упрассишĕн вĕсем çемйипе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Ашшĕ тăрăшнипе çырма-çатрана шыв çурса ан кайтăр тесе тирпей-илем кĕртеççĕ. Ялти шăтăк-путăк çулсене те юсаса тăраççĕ.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |