Тĕме сарăлса кайма памалла мар, ытлашши туратсене кашни çулах иртмелле. Унсăрăн тухăç пахалăхĕ палăрмаллах чакать.
Тĕм çăралсан ăна чир-чĕртен сиплеме те, кăпшанкăсене пĕтерме те йывăр. Йĕплĕ хурлăханăн пилĕк-çичĕ çулсенчи турачĕсем чи лайăххисем шутланаççĕ. 8-10 çултан аслăраххисене касса пăрахмалла. Çапла майпа тĕм çĕнĕ туратсем кăларма пултарать.
Турат вĕçĕсене çырласем вĕтелме пуçласан касмалла.
Ноябрь 2024 |