Паттăрсем ачасемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 03.10.2023, 18:47 Просмотров: 459

Туçари вăтам шкулта вĕренекенсем çак кунсенче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе - Александр Щербаковпа тата Игорь Купцовпа - тĕл пулнă. Александр Петровичпа Игорь Викторович хăйсен пурнăçĕ, ĕç-хĕлĕ пирки кĕскен каласа кăтартнă. Вĕренекенсен ыйтăвĕсене хуравланă.

Çĕньялта пурăнакансем те неонацистсемпе кĕрешекен Артур Елимовпа курнăçнă. Отпуска килнĕ каччă фронтри пурнăçпа паллаштарнă. Çĕнтерỹ пирĕн енчех пулассине пĕлтернĕ, тăван тăрăха чĕрĕ те сывă таврăнма шантарнă.

 Çакăн пек тĕл пулусем ачасемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл çамрăксен чĕринче патриотлăх туйăмне çуратма пулăшать, Тăван çĕршыва юратма вĕрентет.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика