Тăрăн территори пайĕнчи Треньел кỹлли патĕнче шыва кĕнĕ чухне (водолазсем тĕрĕсленĕ) асăрханмалли йĕркесем пирки ăнлантарса çырнă информаци стенчĕпе канма вырнаçтарса хунă икĕ сак (сăн ỹкерчĕкре) кама чăрмантарнă-ши? Иртнĕ эрнере такамсем стендри ỹкерчĕксене пĕтĕмпех çурса пĕтернĕ, ăна вара йăвантарса ỹкерсе саксемпе пĕрлех шыва (сăн ỹкерчĕкре аялта) ывăтнă. Çынсем массăллă канмалли вырăна тăкнă хăйăра та тиесе кайма хăюлăх çитернĕ. Усал ĕç тăвакан алă йĕрне хăварман, паллах. Çапах та çут çанталăка, тавралăха сăтăр тăвакан, ырă та усăллă ĕçе хаклама пĕлмен çынсен пуçтахла хăтланăвĕ тĕлĕнтерет!
Альбина НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |