Пахча çимĕçе лартса ỹстернипе кăна мар, ăна тĕрĕс упрама та пĕлмелле.
Çĕр улмине нỹхрепе е тĕп сакайне хуриччен пĕр сий сарса типĕтмелле. Таса тата чир-чĕр лекменнисене суйласа илмелле. Çĕр улмине типĕ, сулхăн, тĕттĕм, 3-5 градус ăшă тăракан вырăнта упрамалла. Йывăç е картон ещĕксене хурсан лайăхрах, вĕсенче сывлăш лайăх куçса çỹретĕр тесен шăтăксем тумалла. Температура 2 градусран чаксан крахмал сахăра куçать, çĕр улми пылакланать. Çутă вырăнта упранă çĕр улмире сиенлĕ япала - соланин - пухăнать.
Тымар çимĕçсене (кишĕр, кăшман, пастернак, сельдерей) ещĕксене пĕр-пĕринпе лектермесĕр хăйăрпа хупласа хумалла. Вĕсене типĕ, сулхăн вырăна вырнаçтармалла. Аманман, таса, кăпшанкă сиенлемен, пĕр пек виçеллĕ çимĕçсем лайăхрах упранаççĕ.
Кĕрхи сортлă купăстасене сивĕ, типĕ вырăнта çỹлĕксем çине хурса е айккисене шăтарнă ещĕксенче упрамалла. Çавăн пекех хутпа чĕркесе тунисене çỹлелле туса хума та юрать. Нỹхреп маччинчен пĕр-пĕрне лектермесĕр çакса ярсан та купăста пуçĕсем лайăх хĕл каçаççĕ.
Тĕслĕ купăстана упрама йывăр. Çутă вырăнта вăл питĕ хăвăрт пăсăлать. Ăна купăста çулçисемпе чĕркесе çил вĕрекен пỹлĕмре сеткăна хурса çакмалла.
Сухана 3 градусран сивĕрех вырăнта упрама юрамасть.
Ыхрана лайăх типĕтмелле, суйламалла. Ăна çыхăсем туса, типĕ, сулхăн вырăнта тытмалла.
Хĕрене хăйăрпа хутăштарса ещĕксене тултармалла, 0-1 градус тăракан вырăна лартмалла.
Кавăн 5-10 градус ăшă тăракан вырăнта хỹрипе çỹлелле туса вырнаçтарсан чиперех хĕл каçать.
Ноябрь 2024 |