Ырă опыта вĕренессипе - ĕçлĕ çул çỹрев

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2023, 18:29 Просмотров: 378

Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан ушкăн пĕр-пĕрин ырă опытне вĕренес тĕллевпе Шупашкар хулин Мускав район администрацийĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.

 Делегаци ушкăнĕ муниципалитет пĕрлĕхĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллашнă. Çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ калаçура çавăн пекех хулана хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе финанс ыйтăвĕсене мĕнле татса пыни, Шупашкар хула администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссинче административлă ĕçсене мĕнле пурнăçласа пыни, хула строительствин канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ, çуртсен фасадне хăтлăх кĕртнĕ, рекламăпа çыхăннă щитсене хатĕрленĕ чухне пăхăнмалли йĕркесем, çĕр ĕçĕпе çыхăннă ĕçсенче ордер-ирĕк памалли йĕрке тата ыттине те хускатнă, сỹтсе явнă.

Шупашкар хулин Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Ильин малашнехи плансемпе, ĕçри хăш-пĕр çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕрпе те паллаштарнă.

Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ ăшпиллĕ калаçушăн тав тунă. Рудольф Селиванов малашне те пĕр-пĕрин опытне шута илни ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнине каланă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика