ÇАК кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ырă çул çỹревпе Чĕмпĕрте пулнă, кунти чăваш шкулĕн комплексĕпе паллашнă, "Иван Яковлев хваттерĕ" музейре экскурсинче пулнă. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ ваттисем. Тăван чĕлхе учителĕсем аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата тĕплĕнрех паллашни вĕсене уроксене тата анлăрах ирттерме, ачасене çĕнĕ хыпарсемпе кăсăклантарма çеç пулăшĕ. Тавра курăма анлăлатма пулăшакан çул çỹревсене вĕрентекенсем малашне те йĕркелесшĕн.
Ноябрь 2024 |