Юхмапа Пăла тăрăхĕн кĕрешỹçисем - чи вăйлисем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2023, 18:31 Просмотров: 428

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен 1-мĕш вăййисем пуçланчĕç. Вăл октябрĕн 8-мĕшĕччен тăсăлĕ. Ăмăрту "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче иртет. Тупăшăва хутшăнма 25 çĕршыв делегацийĕкăмăл тунă. Спортсменсем 14 енĕпе кĕрешĕç. Тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хутшăнакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин та салам янă.

Раççей команди йышне Юхмапа Пăла тăрăхĕн спортсменĕсем те кĕнĕ. Вĕсем хăйсен вăйĕпе тĕлĕнтернĕ. Корэш енĕпе кĕрешсе Ринас Садаров (85 кг), Ильназ Кеметов (75 кг), Тимерхан Амерханов (100 кг) пĕрремĕш, Фанис Ахметов (65 кг) иккĕмĕш, Алмаз Сафиянов (75 кг), Булат Тумаков (85 кг), Владимир Козлов (100 кг), Эльфис Мтиев, Марсель Сафиянов (абсолютлă виçе категорийĕнче) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ферид Чабатовпа Эльфис Мтиев тренерсен тăрăшулăхне пула Раççей команди корэш енĕпе пĕрремĕш вырăна тухни чăннипех те пысăк чыс.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика