Туçари вăтам шкулта чуна хумхантаракан линейка иртнĕ. Çак пĕлỹ çуртĕнчен вĕренсе тухнă, Украинăри ятарлă çар операцинче пуçне хунă Даниель Нягина асăнса Паттăр парттине уçнă. Парта çине Даниель сăн ỹкерчĕкĕсене, автобиографине, наградисене вырнаçтарнă. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Александр Щербаковпа Игорь Купцов, Даниель ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем, шкул ачисем хутшăннă.
"Паттăрсен вилĕмсĕр ĕçĕсене астăвасси, вĕсем пирки ăруран ăрăва пĕлтересси - пирĕн тĕп тивĕç. Даниель Иванович - чăн-чăн паттăр, харсăрлăхпа, хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр пире тата Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ. Унăн çутă сăнарĕ чĕресенче ĕмĕрех упранĕ", - тенĕ Рудольф Васильевич сăмах илнĕ май.
Герой партти хушшине чи малтан ларма лайăх вĕренекенсем, обществăлла ĕçсенче хастаррисем, 10 класри София Михайлова тата виççĕмĕш класри Никита Шашкин, тивĕçнĕ.
Мероприятие хутшăнакансем Тăван çĕршывшăн пуçне хунă паттăрсене асăнса чечексем хунă, пĕр самант шăп тăнă.
Даниель Нягин 2002 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Вăтаелĕнче çуралнă, Туçари вăтам шкулта ăс пухнă. Пĕчĕклех спорта юратнă, секцисене, авиа тата судомоделировани кружокĕсене çỹренĕ. 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пĕлĕвне малалла тăснă.
2021 çулта çар тивĕçне пурнăçлама кайнă, кайран контракт çырнă. Украинăри ятарлă çар операци пуçлансан малти линие каяканнисенчен пĕри пулнă. Донецк халăх республикинчи Волновахине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Минометчик пулнă. Пĕр çапăçу вăхăтĕнче йывăр аманнăран куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 2023 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче ентешĕмĕр вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе чысланă.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |