Аслă Арапуçĕнчен Сителпе Пỹртле каякан çул çывăхĕнчен инçех мар вырнаçнă çăлкуç авалтанпах хăйĕн шывĕпе кунти тăрăхра пурăнакансене савăнтарать. Хуларан килнисем те ăна кăмăлтанах пысăк савăтсемпех тултарса каяççĕ. Шăрăх çулсенче те вăл хăйĕн хăватне чакармасть. Çĕрĕн-кунĕн пĕр чарăнми тăп-тăрă шыв юхать кунта.
Кăçал кунти хастарсем Çут çăл çумĕнче халăх вăйĕпе купель тума шутларĕç. Чăннипех те сăмаха çилпе вĕçтермерĕç. Пуçтарăннă укçа-тенкĕпе строительство материалĕсене туяннă хыççăн нимеллех ĕçлеме пикенчĕç. Çак кунсенче вара купель тăррине куполпа хĕрес те вырнаçтарса лартма мехел çитерчĕç. Первомайскипе Сител чиркĕвĕсен настоятелĕсем Сергийпе Александр шыва кĕрсе тасалмалли вырăна сăвапласа тасатнă хыççăн пуçтарăннисем çак ĕçе йĕркелекенсене тав туса пĕр-пĕрне саламларĕç.
Александр ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |