Мероприятинче - аслă çулхисем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2023, 18:39 Просмотров: 390

 Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулăн спорт залĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕпе çыхăнтарса кăмăллă мероприяти иртнĕ.

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак ятпа саламланă май аслă çулхи çынсем патне хисеп пуррине тата вĕсен ăс-хакăлĕпе ăсталăхĕ хавхалантарнине каланă. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Наталия Федоськина ватăсем патне тимлĕх уйăрнине палăртнă, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Наталия Никитина аслă çулхисене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарнă.

Чăваш Енри пенсионерсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Полина Логунова мероприятие йĕркелекенсене тав тунă, çакнашкал тĕл пулусем аслă çулхисене савăнтарнине палăртнă. Чăваш Енри пенсионерсен партийĕн вырăнти уйрăмĕн канашĕн председателĕ Федор Урмаков ăмăртăва хутшăнакан чи аслине тата чи кĕçĕннине парнесем панă. Çакă, паллах, хавхалану кỹнĕ.

Спорт мероприятийĕнче ветерансем тĕрлĕ вăййа - боулинг, дартс, шахмат - хутшăннă. Пурин те вăй-хăватпа пуçарулăх çитет-ха. Кунта вĕсем тата та хавхалану илнĕ. Аслă çулхисене юлташĕсем, пĕр шухăшлисем хушшинче пулни савăнтарнă. "Ватă çынсен пуçарăвĕсене вырăна хурса мероприятисем ирттерни питех те вырăнлă. Вĕсем те хăйсене ыттисемпе танах туйма пултарччăр",- палăртнă "Паттăр" спорт шкулăн директорĕ Анатолий Афанасьев

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика