Спорт - çирĕп сывлăх, ырă малашлăх, пурнăç йĕрки...

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2023, 18:41 Просмотров: 397

 Патăрьел муниципалитет округĕнче çулсеренех спортпа туслашакансен, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен йышĕ ỹссе пырать. Вĕсем хушшинче çамрăксем те, аслă çулхисем те йышлă.

Спорт кирек кама та чăн малтанах сывлăха çирĕплетме пулăшать, ырă малашлăха çул уçать. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ача садĕнчен пуçласа аслă ăру таранчченех сывлăхшăн чи кирлĕ хусканусене тума пĕлни, ăна кашни кун пурнăçлани, ГТО комплексĕн нормативĕсене тултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче те çак ыйту тĕп вырăнта. "Демографи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Спорт - пурнăç йĕрки" проектпа килĕшỹллĕн коллективсем ГТО нормативĕпе ыйтакан хусканусене, тестпа ыйтнисене пурнăçласа пыраççĕ. Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи тĕп больница коллективĕнчи тухтăрсемпе медицина работникĕсем çак тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Тĕпрен илсен вĕсем нормативсене тултарчĕç.

Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексне пуçтарăннă аслă ăру хастарĕсем, утмăл çултан аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсем ку тĕлĕшпе ырă пуçару турĕç, 30ăн ГТОн тестне тухрĕç. Сăмах май каласан, хисеплĕ спорт ветеранĕ Валерий Салмин саккăрмĕш теçеткене çывхарать пулин те паянхи кун та спорт каçалăкĕнче çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Вăл кирек мĕнле хусканăва та çăмăллăнах пурнăçлать, кĕске е вăрăм дистанцие те чупса тухать, фитнес-аэробикăна çỹрет тата ытти те.

ГТО нормативĕн малтанхи тапхăрĕ ача садĕнченех, 6-7 çултан пуçланать. Çавăнпа та ача-пăча учрежденийĕнче вăй хуракансем шăпăрлансем пĕчĕккĕллех хăвăрт чупма, тỹсĕмлĕ пулма, вăй пухма, шывра ишме тата ыттине те хăнăхчăр тесе тăрăшаççĕ. Çак кунсенче çеç Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача сачĕн коллективĕнче те хăйсем спортпа туслине çирĕплетрĕç, тĕрлĕрен хусканусем туса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Александр ШМУЛЛИН, Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулăн сотрудникĕ, ГТО нормативĕсене тултарас енĕпе ĕçлекен тренер.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика