Старта аслисем те, кĕçĕннисем те тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2023, 20:30 Просмотров: 322

 "Паттăр" стадионта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртнĕ.

Спорта кăмăллакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, тепĕр çумĕ, экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов, утас енĕпе тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, çамрăксем хушшинче тĕнче кубокне тивĕçнĕ, Китайра иртнĕ ăмăртура пăхăр медале çĕнсе илнĕ, Эстони тата Финлянди чемпионачĕсене хутшăннă, темиçе хутчен Раççей чемпионĕ пулнă, Треньелĕнче çуралнă Кирилл Фролов саламланă.

Чупăва тĕрлĕ çулхи 200 ытла спортсмен хутшăннă. Ыттисем хăйсен командисене хавхалантарса тăнă. Çамрăкки те, асли те çĕнтерỹшĕн талпăннă.

Старта 9 этап тăнă: шкул çулне çитмен ачасен учрежденине çỹрекенсем, вĕсенче ĕçлекенсем, спорт çемйи, кĕçĕн классенче вĕренекенсем, вĕренỹ учрежденийĕсенче вăй хуракансем, организацисен, предприятисен, учрежденисен, территори пайĕсен пĕрлештернĕ командисем.

Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене çỹрекенсенчен Патăрьелĕнчи "Василек" ача садĕнчи çитĕнекен ăру, кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул воспитанникĕсем, вăтам шкулсенче пĕлỹ пухакансенчен Первомайскинчи вĕренỹ учрежденине çỹрекенсем çĕнтерỹçĕсем пулнă.

Патăрьелĕнчи "Василек" ача сачĕн тата Туçари вăтам шкул ĕçченĕсем те хăйсен ушкăнĕсенче мала тухнă.

Патăрьел муниципалитет округĕн команди те хăйсен категорийĕсен йышĕнче малтисен шутĕнче пулнă.

Патăрьелĕнчи Пласкинсем вара спорт çемйисем хушшинче малта.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене тĕрлĕ шайри дипломсемпе тортсем парса хавхалантарнă.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика