Ятарлă çар операцине хутшăнакансене - гуманитари пулăшăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2023, 20:30 Просмотров: 315

 Иртнĕ кĕçнерникун, октябрĕн 5-мĕшĕнче, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксем патне Чăваш Республикинчен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕпе тăватă фура çула тухрĕ.

Хальхинче çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласене пуçтарса хатĕрлеме Чăваш Енри "Пĕрле" фонд, электроаппарат завочĕ, Сывлăх сыхлавĕн тата Çут çанталăк ресурсĕсен министерствисен, Шупашкар хула администрацийĕн ĕçченĕсем, предпринимательсемпе вăрман хатĕрлекенсем, хăш-пĕр муниципалитет округĕнчи хастарсемпе волонтерсем тата ыттисем те хутшăннă. Гуманитари пулăшăвĕпе кирек мĕнле çулпа та çỹреме пултаракан пилĕк автомашина, стройматериалсем, мунча кăмакисем, медицина пулăшăвĕ памалли хатĕрсем, апат-çимĕç, тумтир тата ыттине те ăсатнă.

 Пархатарлă ĕçрен Патăрьел муниципалитет округĕ те айккинче юлмарĕ. Çак кунхинех вăрăм фурăсенчен пĕри Шăнкăртама та чарăнчĕ. Ялта пурăнакансем ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăнса хăйсен ентешĕ, танк взводĕнчи çар служащийĕ Алмаз Кдрасов тăракан çар чаçне УАЗ автомашина, çавăн пекех çар пурнăçĕнче кирлĕ хатĕрсем, хỹтĕлев сеткисем, апат-çимĕç, ăшă тумтир тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти волонтерсем чи ăшă сăмахсемпе çырса хатĕрленĕ çырусене парса ячĕç.

 Гуманитари пулăшăвне ăсатма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Равиль Ямалетдинов, Шăнкăртам территори пайĕн пуçлăхĕ Марат Айзатуллов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур Хайбуллов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, Алмаз Кдрасовăн амăшĕ Лейсан Кдрасова, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, салтак-ветерансем, ял-йыш, шкул ачисем йышлăн хутшăнчĕç, ентешĕмĕрсене çĕнтерỹпе тата тĕрĕс-тĕкел таврăнма ырă сунчĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика