Халăх пуçарулăхĕ малашне те ялсене хăтлăлатма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.10.2023, 20:31 Просмотров: 300

 Халăх вĕрсен хапха та уçăлать, тенĕ ваттисем. Ушкăнпа кар тăрса тунă ĕç яланах сумлă та, хисеплĕ те. Паян Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕнче ял хăтлăхĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн, инфратытăма çĕнетессишĕн çулсеренех пурнăçласа пыракан ĕçсем курăмлă. Хутлăхра ялсен малашнехи аталанăвĕпе çыхăннă плансем те çирĕп. Çак ыйтусемпе кăсăкланса Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕн начальникĕпе Станислав Фердинантович Никитинпа тĕл пултăмăр, территори пайĕнче юлашки виçĕ çулта патшалăх пулăшакан программăсемпе, пуçару бюджечĕпе пурнăçласа пыракан ĕçсем пирки сăмах пуçартăмăр.

- Станислав Фердинантович, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ытти хăш-пĕр территори пайĕпе танлаштарсан Çĕнĕ Ахпỹртсем сухан-севок, пахча çимĕç çитĕнтерессипе уйрăмах палăрса тăраççĕ. Çавна пулах юлашки 10-15 çулта ялти хушма хуçалăхсем пушшех пуянланса, хăтлăланса пыраççĕ. Çак ыйтупа территори пайне кĕрекен ялсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Паллах, паян пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла аталанать, улшăнать, çĕнелет. Шăпах çакă ял çыннине мал ĕмĕтпе пурăнма хавхалантарать те. Чăнах та пирĕн ял тăрăхĕнче маттур ĕçченсем, çĕр-аннемĕрпе туллин те кăмăлтан усă куракан паттăрсем пурăнаççĕ. Юлашки 10-15 çулта хушма хуçалăхсем тĕрекленнине, пуянланнине, паллах, йышăнмалла. Çапах та ялсен аталанăвĕ, инфратытăм çĕнелĕвĕ юлса пынине палăртмалла. Ку тĕлĕшпе халĕ пикенсе ĕçлеме тытăнтăмăр.

- Ыранхи кун мĕнле пуласси паян пурнăçланă ĕçсенчен те килет. Территори пайĕнче хăтлăх, аталану çулĕн программипе пурнăçлама ĕлкĕрнĕ ĕçсене тĕплĕнрех асăнса хăварăр-ха.

- Ялта пурăнакан кашни çынна тăван тавралăх çĕнелсе пыни савăнтарать, паллах. Паян çак тĕллевпе тĕрлĕ шайри программăна пурнăçа кĕртме май пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки икĕ-виçĕ çулта эпир республикăри пуçару бюджечĕн программипе анлăн усă курнине палăртса хăварасшăн. Кашни çулах çак майпа ялсенчи çулсене, масар территорине тирпейлеме тăрăшатпăр. Акă, 2022 çулта Çĕнĕ Ахпỹртре "50 лет Октября" (500 метр, 566 пин тенкĕ), Кивĕ Катекре Ленин (350 метр, 350 пин), Татмăшра Крепков (450 метр, 447 пин тенкĕ) урамĕсене çул сартăмăр.

 2023 çулта та çак программăпах Кивĕ Катекре Николаев, Татмăшра Улангин ячĕллĕ урамсене 500 тата 700 метр çул сарса тирпейлерĕмĕр. Тĕпрен илсен, вĕсенче уйрăмах кĕркунне-çуркунне кĕме-тухма йывăр кассем çукпа пĕрех. Юлашкисене çывăх тапхăрта пурнăçлама палăртатпăр. Вĕсемпе танлаштарсан ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Ахпỹртре пикенсе ĕçлемелли çителĕклех-ха. Сăмах май каласан, ялăн аслă урамне пуçару бюджечĕн меслечĕпе çывăх вăхăтрах асфальт çул сарма пуçлатпăр. Халăх хастарлăхĕпе икĕ миллион тенкĕ укçа пуçтарнă. Подрядчик çак кунсенчех ĕçе пуçăнма хатĕр. Кăçал пĕр çухрăма яхăн çула сарса ĕлкĕресшĕн, тепĕр пайне - çитес çул.

- Ялти пурнăçа хăтлăлатас, халăхăн культура шайне ỹсте- рес, сывлăхне çирĕплетес тата ытти ыйтупа мĕнлерех ĕçлесе пыратăр? Çывăх тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă масарпа унăн таврашне пăхса тăрассипе мĕн каланă пулăттăр-ши?

- Çакна палăртса хăварасшăн. Вырăнти территори пайĕсем патшалăх сĕнекен программăсемпе проектсене хутшăнни ял халăхне хавхалантарать. Мĕншĕн тесен вĕсем пурте хамăр пурăнакан тавралăха, вырăна çĕнетессипе, хăтлăлатассипе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе çынсен ăнланулăхĕ пысăк пулнине те палăртмалла. Акă, территори пайне кĕрекен кашни ялтах масар картисене халăх вăйĕпе çĕнетрĕмĕр.

 Тепĕр пархатарлă ĕç пирки те асăнмасăр иртме çук. Пирĕн территори пайĕнчи виçĕ ялта 15 фермер хуçалăхĕ. Унсăр пуçне харпăр хăй ĕçĕпе тимлекенсем те пур. Шăпах вĕсем ял малашлăхĕшĕн, капăрлăхĕшĕн, унта пурăнакансене ырă кăмăл парнелессишĕн, халăхшăн пархатарлă, сăваплă ĕç тăвассишĕн кар тăраççĕ. Хальхи вăхăтра çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Акă, Виктор Иракин фермер хăйĕн укçи-тенкипе Çĕнĕ Ахпỹрте пырса кĕнĕ çĕре ял хапхине питĕ капăр туса хучĕ. Вăл ял çыннисемшĕн чăн-чăн мăнаçлăх пулса тăчĕ. Çак вырăнтан малашне çамрăксене çар ретне пил парса ăсататпăр, вĕсене кĕтсе илетпĕр... Юрий Кротов çак ялтах масар патне каякан çула тикĕслесе йĕркене кĕртме 100 пин тенкĕ уйăрчĕ, Федор Савдеров вара çĕнĕ масарта хĕрес лартса сăваплама, кунти çула тирпейлеме пулăшрĕ тата ытти те. Евгений Мартышкин фермер та ял халăхĕшĕн чылай пархатарлă ĕç тăвать. Ырă кăмăллă та мал ĕмĕтлĕ çынсем юнашар пулни вара территори пайне малалла аталанма май парать.

 - Юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче наци проекчĕсемпе, тĕрлĕ программăпа социаллă культура объекчĕсем чылай çĕнелеççĕ, ача-пăча, спорт лапамĕсем хута каяççĕ тата ытти те. Пурнăç ырă енне улшăшса пыни савăнтарать. Ку тĕлĕшпе сирĕн мĕнле çĕнĕлĕхсем пур, малашнехи плансем еплерех?

- Паянхи влаçăн тĕп тĕллевĕ - халăх шухăш-кăмăлне пурнăçа кĕртме пулăшасси. Пирĕн çул-йĕр те çавăн пекех. Кăçал, акă, Кивĕ Катекре пуçару бюджечĕпе спорт площадкине хута ятăмăр. Кунтах ял уявне ирттерме те меллĕ. Пĕчĕк сцена та вырнаçтарнă.

Маларах "Сывлăх" наци проекчĕпе Татмăшра ФАП уçнă. Кивĕ Катекри культура çуртне те патшалăх программипех тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унта паян ял халăхĕ кăмăлтан пуçтарăнать, тăтăшах кăсăклă мероприятисем иртеççĕ. Сăмах май каласан, Ольга Кувшинова клуб заведующийĕ ертсе пынипе кунта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хĕлле çуртасем хатĕрлерĕç, халĕ хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ.

Ялсене малалла та хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçламалли комплекслă программăпа çитес çулсенче Кивĕ Катекре ФАП, Татмăшра клуб, Çĕнĕ Ахпỹртре врач амбулаторине тума палăртнă. Çак программăсене 2024-2025 çулсенче пурнăçа кĕртмелле. Çывăх вăхăтрах "Единая Россия" парти пуçарăвĕпе йĕркеленĕ программăпа Кивĕ Катекри почта çыхăну уйрăмне модернизацилеме палăртнă.

- Станислав Фердинантович, паян ял инфратытăмĕ çĕнелесси хамăр алăра тесен те юрать пулĕ. Эсир кун пирки мĕн шутлатăр?

- Тĕрĕсех. Пĕр шухăшлăх, пĕрлехи вăй, ял малашлăхĕшĕн кар тăни аталану çулĕн çăлкуçĕ тесе хаклатăп. Ыттине вара патшалăх та, муниципалитет округĕте алă тăсса пулăшать. Паян халăх пурнăçне хăтлăлатассишĕн муниципалитет округĕнчи депутатсем, старостăсем пулăшса пынине те хакламалла. Вĕсем влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва тытса тăракансем. Сăмах май, хамăн калаçу вĕçĕнче территори пайĕнчи ялсенчи Николай Алемесов (Çĕнĕ Ахпỹрт), Юрий Улангин (Татмăш), Петр Кузнецов (Кивĕ Катек) старостăсем кашниех хăйсен тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланине те палăртса хăварасшăн.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Кĕскен тата пĕлме

Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕ Çĕнĕ Ахпỹрт, Кивĕ Катек тата Татмăш ялĕсене пĕрлештерсе тăрать.

Территори пайĕнче 952 хуçалăх, 2183 çын пурăнать.

Виçĕ ялта нумай ачаллă виçĕ çемье, вăрçă участникĕсемпе танлаштарнă 3 ветеран, 3 салтак арăмĕ, 15 тыл ĕçченĕ, 77 вăрçă ачи.

 "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнисем 121-ĕн.

Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕн хисеплĕ гражданĕсем - Ю. Силэм, Л. Сачкова, В. Уруков, Ф. Волкова. Территори пайĕмухтавлă ентешсемпе пуян: РСФСР тава тивĕçлĕ строителĕ Е. Майков генерал-лейтенант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕсем Н. Ефимов, Г. Игнатьев, ЧР тава тивĕçлĕ изобретателĕ А.Головин, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф. Чернов, ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф. Волкова, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ В. Царев, ЧР тава тивĕçлĕ краевечĕ В. Владимиров, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Ю. Силэм, Л. Сачкова, Р. Шикирова, В. Ширтанов, В. Дергунов, ЧР тава тивĕçлĕ учительсем - Е. Люкина, Л. Ширтанова, Г. Владимирова, Н. Чумерин, В. Мартышкин, А. Шилов, Н. Самойлов, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ В. Уруков.

 Хаклав

Петр КУЗНЕЦОВ, Кивĕ Катекри староста:

- Ял хавалĕ, халăх вăйĕ паян çеç мар, унччен те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра та хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртес, хăтлăлатас тĕлĕшпе пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх тĕп вырăнта тăрать. Ку тĕлĕшпе пирĕн ялсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Кăçал çеç пуçару бюджечĕпе юхăнса выртакан лапамра спорт площадки уçрăмăр. Паян унта ачасем те, аслисем те савăнсах выляççĕ.

Ялта çул ыйтăвĕ яланах çивĕч. Çак программăпах кашни çул пĕрер урама тикĕслетпĕр. Кăçал Ленин урамне çул сарчĕç. Çитес çулсенче ку ыйту пĕтĕмпех татăлĕ. Ял инфратытăмĕ аталанса, урамсем капăрланса пыни, социаллă, культура объекчĕсем çĕнелни пĕтĕмпех кунта пурăнакансен ырлăхĕшĕн тунă ĕçсем.

 Юлашки çулсенче халăх вăйĕпе чылай ĕç пурнăçласа пыратпăр: часовня уçрăмăр, масар картисене çĕнетрĕмĕр, шыв башнине те халăх вăйĕпех тытса тăратпăр тата ытти те.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика