Хĕл мĕнле пулассине Пукравран тĕшмĕртме тивĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 19:35 Просмотров: 216

 ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем ыран Пукрав праçникне паллă тăваççĕ. Çак кунтан пуçласа мĕн ĕлĕкех кил-çуртра ăшă тытас тĕллевпе кантăксене, тĕпсакай шăтăкĕсене хупланă, хĕле хатĕрленмелли ытти ĕçсене пурнăçланă. Унсăр пуçне килте ăшша хуплас тесе кукăль-хуплу пĕçернĕ. Ваттисем сăнанă тăрăх, çак кунхине çанталăк мĕнле, хĕлĕпех çавăн майлă тăрать-мĕн. Пукравра çил кунĕпех çурçĕр енчен вĕрсен хĕлле сивĕ пулать, кăнтăртан вĕрсен ăшă пулать теççĕ.

Ваттисен сăнавĕсем чылай чухне пурнăçри чăнлăхпа тỹр килеççĕ. Ыранхи çанталăкран эпир те кăçалхи хĕл мĕнле пулма пултарнине тĕшмĕртĕпĕр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика