Первомайски территори пайне кĕрекен Сител ялĕнчи клуб Юхмапа Пăла тăрăхĕнче киввисенчен пĕри темелле. Йывăç çуртрах ял вулавăшĕ те вырнаçнă. Апла пулин те кунта тăрăшакан хастар та пултаруллă Ирина Лякова культорганизатор тата пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан Оксана Хомуткина библиотекарь хăйсен тивĕçне чун-чĕререн пурнăçласа пынăран "культура вучахĕ" нихăçан та пушă тăмасть. Çавна пулах пысăках мар ялта никама та пурăнма кичем мар. Специалистсем социаллă сетьре те клубпа вулавăшра иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хыпарласах тăраççĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕç вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки "Авангард" хаçат редакцине.
Ирина ЛЯКОВА, Сител ялĕнчи клубри культ- организатор:
- Ял клубĕнче çичĕ çул культорганизатор пулса тăрăшатăп. Хамăн ĕçе кăмăлтан тата юратса пурнăçлатăп. Ваттисемпе те, çамрăксемпе те, шкул ачисемпе те календарьти чи пĕлтерĕшлĕ уявсене пурне те пĕрле хатĕрленсе ирттеретпĕр. Ял клубĕнче условисем тивĕçтерсех кайманнине пăхмасăрах çынсене хавхаланмалли мероприятисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Ытларах аслă ăру çыннисем "культура вучахне" илем кỹреççĕ. Нина Соколова алă ĕç ăсти, юрă-ташă маçтăрĕ, Нина Игнатьева, Светлана Васильева, Раиса Матюшкина, Зинаида Кочеткова, Оксана Макарова, Валентина Реймова, Елена Николаева, Лидия Лисицина тата ыттисем те кирек мĕнле сăлтавпа клуба чĕнсен те пĕр шухăшлăн пуçтарăнаççĕ, уява хутшăнаççĕ. Юлашки вăхăтра пирĕнпе юнашар тăрăшакан Марина Выросова тирпейлỹçĕ ĕç вырăнне хăйне евĕр хăтлăх, тирпей-илем кĕртме пулăшать. Территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Сорокин та ĕç вырăнĕнчи "ăшăлăхшăн" тăтăшах тимлет. Пĕрле килĕштерсе ĕçленĕрен мероприятисем те кал-кал иртсе пыраççĕ. Акă, нумай пулмасть çеç Ваттисен кунне чыслăн паллă турăмăр. Çак кунсенче çеç ялти ветеран-педагогсене килĕсене кайсах саламларăмăр. Чылай чухне пире ял халăхĕпе ирттерекен мероприятисенче çынсене хавхалантарма ял хастарĕ Юрий Степанов укçа-тенкĕпе пулăшать. Ырă кăмăлĕпе хастарлăхĕшĕн ăна малашне те Турă пулăшса пытăрах.
Оксана ХОМУТКИНА, библиотекарь:
- Эпĕ мĕн ачаран кĕнеке вулама юрататăп. Вăл маншăн чăнласах та "чун апачĕ". Библиотекарьте ĕçленĕ май хам та вулаканпа пĕрлех кашни çĕнĕ кĕнекене "шĕкĕлчетĕп". Сăмах май каласан, ялта кĕнекепе туслисем сахал мар. Акă, Вера Реймова 88 çулта пулсан та кашни эрнерех çĕнĕ кĕнекепе паллашать. Утсах çỹрейменрен эпир ăна килне леçсех паратпăр. Халĕ вулакансем Улькка Эльменĕн "Пурнăç сулнăка лексен" çĕнĕ повеçне чăтăмсăррăн алла лекессе кĕтеççĕ. Çынсем ытларах чăваш писателĕсен кĕнекисене кăмăлласа вулаççĕ.
Çуллахи кунсенче те вулавăш алăкĕ хупăнман. Ун чухне ялти ачасемсĕр пуçне хуларан килнисем программăпа вуламалли кĕнекесене уйрăмах ыйтаççĕ. Вĕсемпе чылай чухне квест-вăйăсем, поэт-писательсен юбилей каçне ирттеретпĕр, куравсем йĕркелетпĕр тата ытти те.
Ку чухне компьютер ĕмĕрĕ вăй илсе пынине пăхмасăрах ял библиотеки вулакансăр тăманни хамăн ĕçе кăмăлтан пурнăçлама май парать. 17 çул тăрăшатăп çак ĕçре. Ку пирĕн çемье династийĕ тесен те юрать. Маларах манăн пăянам - Зинаида Леонтьевна - 30 çул ытла вулавăш ĕçне ертсе пынă, тивĕçлĕ канăва кайичченех библиотекарьте ĕçленĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |