Техника чылай çул ĕçлетĕр тесен ăна вăхăтра юсанисĕр пуçне хĕлле те тĕрĕс упрамалла. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пыракан комисси членĕсем - патшалăх техника надзорĕн округри начальникĕ Сергей Сафьянов, Патăрьел муниципалитет округĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн тĕп специалисчĕ Ирина Хадарова - комбайнсене, хальхи вăхăтра усă курман тракторсене тата кăкарса çỹремелли хатĕрсене управа лартассипе тунă ĕçсене ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене графикпе килĕшỹллĕн çитсе хаклама пуçларĕç.
"Батыревский" пĕрлешỹ техникăна яланах тимлĕх уйăрать. Кунта комбайнсене, кăкарса çỹремелли хăш-пĕр агрегата ангара кĕртсе хунă та. Урамра тăраканнисене те пукансем çине лартнă. Пĕрлешỹ ертỹçи Петр Ялуков пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх машинисене пĕрин хыççăн теприне юсаса хỹтлĕхе вырнаçтарса пыраççĕ. "Хурçă утсене" тата ытти хатĕрсене "сиплеме" мастерской пур.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пĕтменрен чылай хуçалăхра техника хиртех. "Корма" çĕр ĕç фирминче комбайнсене тата кăкарса çỹремелли хăш-пĕр агрегата управа лартнă.
"Исток" хуçалăхра та çаплах. "Уй-хир карапĕсен" кустăрмисене çумăр, юр лекмелле мар хупланă, шăшисенчен наркăмăшсем хунă. Халь кунта сахăр кăшманне пухса кĕртеççĕ. Уйсем йăлтах пушаннă хыççăн пурне те тивĕçлĕ шая çитерсе управа лартаççĕ. Çĕр ĕç фирмин директорĕ Александр Илюткин пĕлтернĕ тăрăх, техника паркĕ çывăх вăхăтра тата çĕнелмелле. Патăрьелĕнчи агротехникумра та пулчĕç комисси членĕсем.
Комбайн тата сеялка мастерскойĕнче пулнăран юр е çумăр мĕн иккенне пĕлмеççĕ. - Техникăна тимлĕх уйăрмаллах. Комбайна хỹтлĕхе кĕртес тесе мастерскойĕнче ятарласа пысăк алăк турăмăр. Халĕ кунти студентсене те вĕрентме аван, - терĕ техникум директорĕ Алексей Логунов.
"Кзыл Камыш" тата "Красное Знамя" хуçалăхсенче те комбайнсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене управа лартма пуçăннă.
Тĕрĕслев муниципалитет округĕнче малалла пырать.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |