Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Украинăри ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе кайма кăмăл тунă Станислав Капитоновпа тĕл пулнă. Станислав Васильевич халиччен Аслă Чемен территори уйрăмĕн начальникĕнче ĕçлетчĕ. Çар тивĕçне вăл чунĕ хушнипе, тăшмана çĕнтерес туйăмпа пурнăçлама каять. Çакна та каласа хăварас килет: ентеш территори уйрăмĕнче маскировка сеткисене çыхассине те аван йĕркеленĕччĕ. Ял халăхĕ салтаксене хỹтĕленме май паракан хатĕре пĕрре кăна мар туса панă.
- Эсир Тăван çĕршыва сыхлама çакăн пек яваплă утăм тунипе, сирĕн паттăрлăхăрпа эпĕ чăннипех те мăнаçланатăп. Сире эпир хăвăрттарах Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр, - тенĕ Рудольф Васильевич Станислав Капитонова ăнăçлă служба суннă май.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |