Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем неонацистсемпе кĕрешнĕ çĕрте те палăраççĕ. Вăтаелĕнчи Надежда Щербакова ячĕпе Дима ывăлĕ тăракан çар чаçĕнчен ырă хыпар çитнĕ. Тав çырăвне Надежда Федоровнăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин пачĕç (сăн ỹкерчĕкре).
- Надежда Федоровна, сире çакăн пек маттур та харсăр ывăл çитĕнтернĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Ăна çирĕп сывлăх, тăван тăрăха çĕнтерỹпе таврăнма сунатпăр, - терĕ Рудольф Васильевич саламланă май.
Сăмах май, Щербаковсен килĕнчен мобилизаципе иккĕн кайнă. Ашшĕ, Александр Петрович, ывăлĕпе пĕрле салтак аттине тăхăннă. Вăл Афган вăрçинче тата ытти хирĕçле лару-тăрăва та хутшăннă. Отпускра пулнă хыççăн çак кунсенче Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каялла таврăннă.
Тав çырăвĕ чăннипех те амăшĕн кăмăлне уçать. Унта ятарлă çар операцине хутшăнса Дима хăйĕн çар тата патриот тивĕçне чыслăн пурнăçланине, паттăрлăхпа, пуçарулăхпа палăрнине, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине каланă.
"Сире Тăван çĕршывăн чăн-чăн хỹтĕлевçине çуратса тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр, вăл Раççей Федерацийĕн салтакĕн сумлă ятне çỹлте тытать. Эсир хăвăрăн ывăлăрпа мухтанма пултаратăр! Сире сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр", - тенĕ çырура.
Надежда Федоровнăпа Александр Петровичăн икĕ ача. Дима Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Салтакра Псковра пулнă. Пĕлтĕрхи октябрĕн 19-мĕшĕнченпе мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнать. Виктория хальхи вăхăтра пĕлỹ çуртĕнче ăс пухать.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |