Çийĕнчех сипленни пурнăçа тăсатех

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 19:52 Просмотров: 198

 Сывлăх лайăх чухне пурнăç та урăхларах. Хĕвел те çутă çутатать, уйăх çутипе те киленме пулать. Сивĕ çумăр та, кĕрхи пылчăк та шухăша ямасть. Мĕн те пулин ыратсассăн вара тĕксĕм пĕлĕт хупласа илнĕ евĕрех. Вăл сирĕлессĕн те туйăнмасть.

Пурнăçпа киленсе пурăнас тесен сывлăх кирлĕ. Çавăнпа та ăна вăхăтран вăхăта тĕрĕслеттерсех тăмалла. Усал шыçă чирĕсене те çийĕнчех палăртма пулать. Иртерех сиплеве пуçласан кирек камăн кун-çулĕ те тăсăлатех.

Паянхи куна илес пулсан усал шыçă чирĕпе муниципалитет округĕнчи тĕп больницăра 900 çын учетра тăрать. Вăл шутра 132-шĕ - кăкăр ракĕпе. Çакă чылайăшне пăшăрхантарать, тарăн шухăша ярать. 73-шĕ сиплев курсĕпе реабилитаци тухнă.

2023 çулта 13 пациента учета илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕн пĕрремĕш, çиччĕшĕн иккĕмĕш, виççĕшĕн виççĕмĕш стадисем пулнă.

Чире палăртасси харпăр хăй çынран хăйĕнчен те килет. Кăкăра сăнасах тăмалла. Шыçă алла лекмест-и, ỹт тирĕ тĕсĕпе улшăнмасть-и, кăкăр пуçĕ куштăркамасть-и, шĕвек тухмасть-и? Хул айĕнче хытă япала лекмест-и? Иккĕленỹллĕ туйăм çуралсан тỹрех тухтăр патне килмелле. Тĕплĕн тĕрĕслетпĕр.

Чир ан çулăхтăр тесен çулталăка пĕр хутчен тухтăрсем патне çитмеллех. Акушер-гинеколог патне икĕ хутчен каймалла. 39 çулран аслăрах пулсан икĕ çулта пĕрре маммографи тухмалла. Ăна диспансеризаци тухнă чухне те ыйтаççех.

Солярине кĕнĕ е пляжра каннă чухне кăкăра хупламалла. Апата пĕлсе çимелле. Тулли пурнăçпа пурăнмалла. Тарăннăн пăлханма е пăшăрханма кирлĕ мар.

Тĕп больницăра Уçă алăксен кунĕсем, чире хирĕç кĕрешмелли уйăхлăхсем, эрнесем тăтăш иртеççĕ. Вĕсене çỹресен те кăмăллă.

Владимир ФРОЛОВ, тĕп больницăн онколог тухтăрĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика