Кашни тунтикун шкулта йăлана кĕнĕ йĕркепе уроксемсĕр пуçне "Кирли çинчен калаçу" сехечĕ иртет. Ку хутĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 2б тата 6б класĕсенче вĕренекенсем патне пĕрремĕш кунранпах Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан хастарсен ушкăнĕнчи салтак килчĕ. Вăл пирĕн шкултах пĕлỹ пухнă.
Ачасен аслă пиччĕшĕ тĕл пулăва хатĕрленнĕ. Пирĕн патăртан Патăрьел доброволецĕсем илсе кайнă çырусене вуланисенчен, интереслĕ самантсенчен презентаци туса килнĕ. Ялтан пыракан хыпарсем алла хĕç-пăшал тытнисене хавхалантарнине каларĕ. Самантлăха тăван вырăна килсе кайнăнах туйнă салтаксем вĕсене вуласан.
Раççей, Чăваш Республикин ялавĕсене çумран ямаççĕ вĕсем. Муниципалитет ялавĕ те стена çинчех çакăнса тăрать-мĕн.
Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ. Ачасем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем илчĕç. Вăхăтлăха тăван яла кĕске канăва килнĕ салтак çитĕнекен ăру патне çитсе "Паттăрлăх" урокĕ ирттерме май тупнишĕн тем пекех хĕпĕртерĕç.
Кашнийĕ çакăнтан пĕрлĕхре вăй пулнине туйса пĕтĕмлетỹ турĕç.
Валентина АППАКОВА, класс ертỹçи
Ноябрь 2024 |