Хальтерех календаре кĕртнĕ уявсенчен пĕри - Атте кунĕ
Раççей Президенчĕн йышăнăвĕпе 2021 çултанпа ăна çулсеренех кĕркунне, октябрĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тăватпăр. Сăмах май каласан, муниципалитет округĕнче Ашшĕсен канашне йĕркеленĕренпех çак ушкăна эпĕ ертсе пыратăп.
Тулли çемьере çитĕнекен кашни ача телейлĕ. Унăн малашлăхĕ те шанчăклă, вăл тивĕçлĕ воспитани илет, кирлĕ пек аталанать. Ашшĕсен канашĕн тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăру çĕршывшăн юрăхлă ỹстĕр, усал ĕç, преступлени тăвас çул çине ан тăтăр, пурнăçра ырă та пархатарлă ĕçсемпе савăнтартăр тата ытти те. Çак тĕллевпе эпир тăтăшах территори пайĕсенче иртекен профилактика канашĕн ларăвĕсене хутшăнатпăр. Унта ачасене, çав вăхăтрах аслисене те пурнăçра тĕрĕс мар çул çине тăрасран асăрхаттаратпăр, саккунсемпе паллаштаратпăр, йывăрлăха кĕрсе ỹк- нĕ çемьесене пулăшатпăр.
Атте - çемьере ачасемшĕн яланах ырă тĕслĕхлĕ пулмалла, вĕсене тĕрĕс çул суйлама пулăшмалла. Çавăнпа та эпир округра иртекен спорт, культура мероприятийĕсене кашнинчех хутшăнма, ыттисемшĕн кăтартуллă пулма тăрăшатпăр. Уйрăмах Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен кунне халалланă çарпа патриотла воспитани енĕпе йĕркелекен эрнере шкул ачисемпе, çарта службăра тăракан салтаксемпе асра юлакан тĕл пулусем йĕркелетпĕр, вĕсемпе уçă калаçусем ирттеретпĕр. Çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисемшĕн çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Ашшĕсен канашĕ хальхи вăхăтра "Батыревский доброволец" волонтерсен ушкăнĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Сăмах май каласан, çак ушкăнти ашшĕсем пурте çемьере ырă тĕслĕхлĕ, обществăшăн, халăхшăн пархатарлă ĕç тăваççĕ. Атте кунĕнче волонтерсен ушкăнĕ округри Ашшĕсен канашĕпе, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Анисия Воробьевăпа ăш пиллĕ тĕл пулу йĕркелерĕ.
Пирĕн обществăлла организаци Хĕрарăмсен канашĕпе, Патăрьелĕнчи централизациленĕ тĕп библиотека çумĕнче йĕркеленĕ çамрăк çемьесен пĕрлĕхĕпе килĕштерсе ĕçленине те палăртса хăварасшăн.
Николай АНДЕЕВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕн ертỹçи
Ноябрь 2024 |