ПИРĔН тăрăхра та Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсем патне гуманитари пулăшăвне çитересси, вĕсене хỹтĕлев сеткисемпе тивĕçтерсси малалла та вăй илсех пырать. Ялсенчи культура çурчĕсенче кăнтăрла çеç мар, каçхине те ватти-вĕтти пĕрле пуçтарăнса сеткăсем çыхаççĕ. Шăхач, Турхан, Аслă Чемен, Кивĕ Катек тата ытти ялсенче сăваплă ĕçе çынсем кар тăрса хутшăннине палăртас килет. Çав вăхăтрах Патăрьелĕнчи Юрий Тинюков хастар волонтер ертсе пыракан ушкăн салтаксем валли çарта кирлĕ таварсем, апат-çимĕç, ăшă тумтир тата ытти те йышăнать.
Ноябрь 2024 |