Шалти ĕçсен службин ветеранĕ марафона кăмăлтан хутшăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 20:01 Просмотров: 208

 ПУРНĂÇА спортпа çыхăнтаракан çын хăйне яланах шанчăклă та телейлĕ туять. Треньелĕнчи Михаил Фролов шалти ĕçсен службин ветеранĕ те пысăк марафонсене хутшăнса спорт каçалăкĕнче çулне кура мар çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Нумай пулмасть çеç вăл вăрăм дистанцие чупакан çăмăл атлетсен Хусанти марафонне хутшăнса 40 - 60 çулсенчи спортсменсем хушшинче финиша 15-мĕш кĕнĕ. Раççей шайĕнчи массăллă старта 5 пин ытла спортсмен тăнă. Маларах вара Михаил Васильевич Шупашкарта иртнĕ çурма марафонта 5-мĕш, Раççей чемпионатĕнче ветерансем хушшинче пилĕк çухрăма чупса улттăмĕш вырăн йышăннă. Мал ĕмĕтлĕ спорт ветеранĕ спортри ăсталăхне лайăхлатсах пырать. Сăмах май каласан, унăн ывăлĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Кирилл Фролов та пысăк çитĕнỹпе савăнтарать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика