Шăхачсем чăн-чăвашла юратаççĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2023, 20:01 Просмотров: 212

ХАЛЬХИ вăхăтра хуласенче çеç мар, ялсенче те хăйсен тăрăхне, çуралнă çĕршывне юратни çинчен пĕлтерекен капăр паллăсем вырнаçтараççĕ. "Я" сас палли лартаççĕ те хĕрлĕпе ỹкернĕ чĕре çумне ял ятне çырса хураççĕ. "Я люблю..." пулса та тăрать. Тĕрĕссипе, пирĕн муниципалитет округĕнчи ялсенче те тăван тăрăх çывăх пулнине чылайăшĕ вырăсла йышăнаççĕ. К

у тĕлĕшпе Шăхачсем ырă тĕслĕхлĕ, вĕсем чăн-чăвашла юратаççĕ. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе туса лартнă çĕнĕ ФАП умне мăнаçлăх туйăмĕпех "Эпĕ юрататăп Шăхач ялне" текен стела вырнаçтарнă. Илемĕн авторĕсем те чăваш туйăмлă çынсемех. Федор Ляпкинпа Николай Узюкин ял старости ентешсене çакăн пек хаклă парне тунă. Паян аслă çулпа иртен-çỹрен пурте чăвашла тата чăваш тĕрриллĕ илемпе киленет. Кашни çынра ырă туйăм çуратакан хăйне евĕр "ял палăкне" лартас текенсем малашне Шăхачсенчен тĕслĕх илме пултараççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика