Аслă Чементи вăтам шкулта муниципалитетри вĕрентỹ учрежденийĕсенче истори, обществознани тата право предмечĕсене вĕрентекенсен семинарĕ иртрĕ. Педагогсем "Истори урокĕсенче краеведени материалĕсене усă курни ачасен патриот туйăмĕсене ỹстермелли хатĕр" темăна тишкерчĕç.
Семинар вăхăтĕнче 7-8 классенче вĕренекенсемпе "Шкул музейĕ - патриотла воспитани центрĕ" ятпа класс тулашĕнчи уçă мероприяти ирттерчĕç. Ачасем шкул, колхоз, чиркỹ историне каласа пачĕç. Пĕрремĕш тĕнче тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннисене, паллă ентешсене аса илчĕç. Музей экспоначĕсемпе паллаштарчĕç. Ĕлĕкхи пир станĕн ĕçĕпе мастер-класс ирттерчĕç. Истори учителĕ Александр Сюзюкин краеведенипе йĕркеленĕ хăйĕн "Эпир - пĕр йăхран", "Эпир астăватпăр, эпир мухтанатпăр", "Вăрçă çулĕсем тухмаççĕ асăмран" ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикин хисеплĕ краевечĕ Александр Геннадьевич çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре тăрăшулăх кăтартать, тăван ен историне тĕпе хурса вĕрентет. Ачасене тĕпчев ĕçне явăçтарать.
Семинара хутшăннисем Надежда Кошелева вĕрентекен ертсе пыракан "Овация" театр студийĕн артисчĕсем лартнă "Ленинград блокади" тата "Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем" сыпăксемпе паллашрĕç.
Юлашкинчен Александр Сюзюкин вĕрентекенĕн ĕçне, професси ăсталăхне хак пачĕç, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Педагогсем семинартан ыррине илчĕç, вĕсене хăйсен ĕçĕнче усă курма пулчĕç.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |